Республика делегацийĕпе - Хусана

Категория: Публикации Опубликовано: 12.11.2021, 09:41 Просмотров: 293

2021 çулхи ноябрĕн 9-мĕшĕнче район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов Чăваш Республикин делегацийĕн йышĕнче Хусан хулинче пулнă.

Ĕçлĕ çул çỹреве Чăваш Республикинчи вĕрентỹ тата çамрăксен политикин министрĕн çумĕ Ольга Хлебникова, вĕрентỹ министерствин пултаруллă ачасемпе çамрăксен "Эткер" центрĕн директорĕ Ольга Тарасенко, Патăрьел район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ-финанс пайĕн начальникĕ Светлана Чернова, "Сэлэт-Батыр" центр директорĕ Джалиль Сулейманов хутшăннă. Республика делегацийĕ Тутарстан Республикинчи çамрăксен ĕçĕсен министрĕпе Тимур Сулеймановпа тĕл пулнă, октябрĕн вĕçĕнче РФ Патшалăх Думин депутачĕ Алла Салаева ертсе пынипе çавра сĕтел тавра йĕркеленĕ калаçура вĕрентỹре, наукăра тата культурăра нумай чĕлхеллĕ хутлăхра çамрăксен "СЭЛЭТ-БАТЫР" обществăлла центр тĕслĕхĕпе социаллă проектсене пурнăçа кĕртме лартнă тĕллевсене сỹтсе явнă.

Çавăн пекех ĕçлĕ ушкăн "Урам" экстрим-парка, "Сэлэт" çурта, "Звездный" легере те çитсе курнă.

(Хамăр корр.)

Архив материалов

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

Яндекс.Метрика