Нăрваш Шăхалĕнчи культура çуртĕнче юсав ĕçĕсем пычĕç

Категория: Публикации Опубликовано: 12.11.2021, 09:47 Просмотров: 297

Коронавирус пандемийĕ тапхăрĕнче культура çурчĕсемпе клубсем тулли хăватпа ĕçлеймеççĕ. Çакă кунта вăй хуракансене те, юрра-ташша курма хапăл тăвакансене те пăшăрхантарать. Мероприятисене онлайн мелĕпе йĕркелеççĕ-ха. Çапах чуна кантармасть.

Нăрваш Шăхалĕнчи культура çуртĕнче çак вăхăтра тата юсав ĕçĕсем те пычĕç. "Сценăшăн тунсăхлатăп",- тет культорганизатор Н. Груздева.

Маларахра ялта кашни уяврах концертсем пулса тăчĕç. С.Фролова ертсе пыракан "Асамат", В.Бородкин ертсе пыракан "Утмăл турат" ансамбльсем те ăмăртмаллах кану каçĕсене йĕркелеме явăçрĕç. Вĕсене çỹрекенсем аслăланчĕç, чире пула концертсем сайралчĕç. Фольклор ушкăнĕсене ертсе пыракан, музыкăна ăнланакан, хут купăспа, баянпа выляма пĕлекен аккомпаниаторсене тупма та ансатах мар. Куллен ĕçе утнă чухне çак шухăшсем канăç памаççĕ Наталия Николаевнăна. Компьютерпа ĕçлеме хăй те ăста-ха. Анчах унчченхи музыка инструменчĕсем чĕрĕ сасă ытларах кăлараççĕ туйăнать.

Ĕçлес тесе тăрăшакан ĕç тĕлне пĕлетех. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерỹ тунăранпа 75 çул çитнĕ тĕле культура ĕçченĕсем "Салтак арăмĕ" спектакле сцена çине кăларнăччĕ. Куççуль витĕр пăхса лараççĕ ăна куракансем. Спектакльпе кỹршĕ ялсене те çитнĕ. Чăваш Енре Сăр тата Хусан хỹтĕлев чиккисене тăвакансен ĕç паттăрлăхне халалланă çулталăкра инсценировка хатĕрленĕччĕ. Ăна районти культурăпа кану центрĕн сцени çинче те пĕрре мар вылянă. А.Смирнова, Т. Узалукова, А.Фролова тата ыттисем рольсене ăста кăлараççĕ. Декорацисене хăйсемех хатĕрлеççĕ.

Культорганизатор вара кирек хăш роле те выляма хирĕçлемест. Килĕшỹллĕ пулса тухать унăн. Турă панă ăсталăх пур. Ашшĕпе амăшĕ педагогсем пулнăран (пĕри Çĕнĕ Ахпỹртри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулта математика, тепри Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкулта ачасене физика предмечĕсене вĕрентнĕрен) ăрăва малалла тăсаканра шут ĕçченне курнă. Çавна май Наталия вăтам шкул хыççăн Канашри финанспа экономика техникумĕнче пĕлỹ пухнă. Каярах И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн экономист дипломне илнĕ. Ку енĕпе ĕçлемен вăл. Нăрваш Шăхальне качча тухсассăн вара культурăна кỹлĕннĕ. Тăрăшуллă ĕçшĕн "Районти чи лайăх çамрăк культура ĕçченĕ - 2018" ята та тивĕçнĕ. Хисеп хучĕсем те чылай.

Роман Николаевичпа Наталия Николаевна виçĕ ача çитĕнтереççĕ. Кирилл тăххăрмĕш, Николай тăваттăмĕш, Катя пĕрремĕш классенче вĕренеççĕ. Çемье ĕçлĕхлĕ. Çĕрпе те усă кураççĕ. Выльăх-чĕрлĕх те усраççĕ. Мăнукĕсене асламăшĕ те ĕçе вĕрентет.

Культура ĕçченĕсене кирек ăçта та курма пулать. Ял илемне тытса тăрасси те вĕсен çинче. Районти Акатуй-Сабантуй та, ял уявĕ те вĕсемсĕр иртмест. Аслă çулхисене юбилейпе саламламалла-и, каччăсене çар ретне ăсатмалла-и, пĕр-пĕр пуху ирттермелле-и тата ытти те.

 Культура çурчĕн ĕçне ял тăрăхĕн администрацийĕ тимлесе тăнипе те кăмăллă Н.Груздева. Пĕрлехи пĕр канашлăва та сиктермеççĕ вĕсем. Йывăрлăхсене пĕрле çĕнтереççĕ, умри тĕллевсене пĕрле палăртса пурнăçа кĕртсе пыраççĕ.

 А. АСТРАХАНЦЕВА.

Архив материалов

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

Яндекс.Метрика