Чавса çывăх та çыртма çук

Категория: Публикации Опубликовано: 16.11.2021, 09:45 Просмотров: 236

Коронавирус инфекцийĕ мĕнле каварлă иккене çакна "тутанса" пăхнă çын çеç пĕлет. Вăл çамрăккине те, ваттине те тиркемест. Район больницин инфекци тата ковид уйрăмĕсене лекнĕ çын ман сăмахсене хирĕçлеме те пултараймасть.

Пирĕн те мăшăрпа иксĕмĕрĕн харăсах сиплев илме тỹр килчĕ. Районти "Авангард" хаçат ирттерекен "Çулталăк çынни-2020" конкурс çĕнтерỹçи ята тивĕçнĕ уйрăм заведующийĕпе А. Черновăпа В.Емильев терапевт, ытти медицина персоналĕ тăрăшнипе часах сывалса тухрăмăр. Прививка тутармалла тенине хăлхана чикменни мĕн патне илсе пычĕ. Юрать тухтăрсен ăсталăхĕ пулăшрĕ.

Çын ялан малашлăхпа пурăнать-çке. Картиш тулли выльăх. Вĕсене пăхасси кĕçĕн хĕр çине юлчĕ. Чир хыççăн вăй çийĕнчех кĕмест. Сипленессинчен асăрханасси çăмăлтарах. Çавăнпа пурне те прививка тутарма сĕнетĕп. Чавса çывăх та çыртма çук. Хамăрăн та вакцина яртармалла пулнах ĕнтĕ.

С. СУРКОВА. Пăлакасси ял

Архив материалов

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

Яндекс.Метрика