Раиса Воробьевăн пултарулăхĕ иксĕлми

Категория: Публикации Опубликовано: 03.12.2021, 09:03 Просмотров: 315

Пĕчĕк ача вăйă урлă çут тĕнчепе паллашать. Хавасланса, йăл кулса ĕçе вĕренет, аслисен пурнăçне евĕрлесе хăй те часрах çитĕнме ĕмĕтленет. Хальлĕхе вара савăк ачалăхпа киленет, çĕнĕ тетте парнелемессерен хытă хĕпĕртет, пĕр хушă ăна алăран ямасăр çÿрет. Кĕç вăл та йăлăхтарать шăпăрлана, хайхискер чи юратнă тетте патнех таврăнать. Кивĕ е тăрмаланчăк пултăр вăл, анчах пурпĕр ача чунне çывăх. Унсăр çывăрса та каяймĕ, апат та çиеймĕ, уçăлма та тухмĕ…

Раиса Воробьевăн çĕнĕ кăларăмне алла тытсан çапларах шухăшсем пуçа пырса кĕчĕç. «Лера теттисем. Игрушки Леры» ятлăскер, çак кунсенче Чăваш кĕнеке издательствинче кун çути курчĕ. Авторăн сăввисене вырăсла Людмила Симонова куçарнă. Редакторĕ – Ольга Иванова, ÿнерçи – Наталия Андреева. Тиражĕ – 1000 экземпляр.

Ку кăларăм Раиса Васильевнăн пĕрремĕш кĕнеки мар. Вулакансем унăн «Чарусăр çерçисем. Шумные воробушки» (2015), «Асамлă вăрманта. В волшебном лесу» (2019) сăвă пуххийĕсемпе тахçанах паллашма ĕлкĕрнĕ ĕнтĕ. Ача-пăча çыравçи библиотекăсемпе ача сачĕсенче йĕркелекен пултарулăх тĕлпулăвĕсене хастар хутшăнать. Арçын ачасемпе хĕрачасем Раиса Васильевнăн сăввисене хăпартланса каласа параççĕ, автор вуланине те çăвар карсах итлеççĕ.

Çĕнĕ кĕнекери сăвăсем Лера ятлă хĕрачапа паллаштараççĕ. Вăл, кирек мĕнле ача пекех, выляма юратать.

Телейлĕ те хĕвеллĕ ачалăх этемĕн пĕтĕм ĕмĕрне пысăк витĕм кÿрет. Çавăнпа та çитĕннисен тивĕçĕ – ывăл-хĕре лайăх пăхса ÿстересси, ырăпа усала уйăрма вĕрентесси. Çак пархатарлă тĕллеве пурнăçлама вара илемлĕ те усăллă кăларăмсем пулăшма пултараççĕ. Эппин, «Лера теттисем. Игрушки Леры» кĕнекепе паллашма тăрăшăр.

             Ольга АВСТРИЙСКАЯ

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика