Раççей çар историйĕн паллă кунĕсем

Категория: Публикации Опубликовано: 03.12.2021, 09:25 Просмотров: 321

Декабрĕн 1-мĕшĕ. Çак кун 1853 çулта Нахимов ертсе пыракан вырăс эскадри Хура тинĕсри Синоп сăмсахĕ патĕнче турккă флотне çапса аркатнă.

Декабрĕн 3-мĕшĕ. Çак кун 1966 çулта, нимĕç фашисчĕсене Мускав патĕнче çапса аркатнăранпа 25 çул çывхарнă май, Ленинград шоссин 41-мĕш километрĕнче пытарнă паллă мар салтакăн ỹтне Кремль стени патне кайса пытарнă. 1967 çулхи майăн 8-мĕшĕнче Ĕмĕрхи çулăм (Вечный огонь) çутнă.

Декабрĕн 5-мĕшĕ. Çак кун 1941 çулта Хĕрлĕ çар Мускав патĕнче нимĕç фашисчĕсене хирĕç контрнаступлени пуçланă. Унта тăшман пысăк çухату тỹснĕ.

Декабрĕн 9-мĕшĕ. Çак кун 1769 çулта II Кĕтерне патша Çветтуй Георгий орденне çирĕплетни çинчен пĕлтернĕ. Георгий Победоносец кунĕнче эпир Совет Союзĕн тата Раççей Геройĕсене, Мухтав, Çветтуй Георгий орден кавалерĕсене чыслатпăр.

Декабрĕн 10-мĕшĕ. Çак кун 1877 çулта вырăс çарĕсем Болгарири Плевна крепоçне штурмпа илнĕ. Вырăс-турккăн вăрçин шăпине татса панă çапăçура пирĕн çарсем 192 çын, турккăсем 6 пин çын çухатнă. 44 пин турккă салтакне тыткăна илнĕ.

Декабрĕн 17-мĕшĕ. Çак кун 1788 çулта Потемкин княç ертсе пынипе вырăс çарĕсем Хура тинĕс хĕрринче вырнаçнă Турцин Очаков крепоçне парăнтарнă.

Декабрĕн 23-мĕшĕ. Çак кун 1914 çулта II Микулай патша указĕпе самолетсен "Илья Муромец" эскадрине туса хунă. Раççейри Инçет авиацийĕн кунĕ.

Декабрĕн 24-мĕшĕ. Çак кун 1790 çулта Суворов ертсе пынипе вырăс çарĕсем турккăсен Измаил крепоçне парăнтарнă.

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика