Сывлăх тĕлĕшĕнчен сусăрсене - пысăк тимлĕх

Категория: Публикации Опубликовано: 03.12.2021, 09:32 Просмотров: 378

1992 çултапа çулсеренех декабрĕн 3-мĕшĕнче Пĕтĕм тĕнчери инвалидсен кунне паллă тăватпăр. Пирĕн районта та сывлăх тĕлĕшĕнчен сусăр çынсене тимлĕх уйăракан общество чылайранпа ĕçлет. Пĕрлĕхре ачаран сывлăх тĕлĕшĕнчен хавшаса юлнисем те, аслă çулхи, пĕрремĕш ушкăнри инвалидсем те пур.

Синкерлĕ шăпаллисен ĕмĕрне малалла тăсас тĕллевпе федераци, регион шайĕнчи власть ертỹçисем инвалидсене тимлĕх уйăраççĕ, обществăра хăйсене ытти çынсемпе тан туйса пурăнма майсем туса параççĕ, кулленхи ыйтусене татса пама, сывлăхпа канăва йĕркелеме пулăшаççĕ. Вĕсем Чăваш Республикинчи социаллă страхованин вырăнти фондĕнчен те тĕрлĕрен пулăшу илеççĕ. 2020 тата 2021 çулхи вунă уйăхра инвалидсенчен 1118 заявлени кĕнĕ.

 Мĕнле пулăшупа тивĕçтереççĕ-ха вĕсене? Чăн малтанах сусăрсене сипленме кайма санаторисене путевка параççĕ. Пĕлтĕр республикăри сиплевпе кану санаторийĕсенче 45ĕн, кăçал 34ăн пулнă. Унсăр пуçне тухтăр сĕнĕвĕпе хăйсене кулленхи пурнăçра кирлĕ тĕрлĕрен аппарат, ятарлă пушмаксем, матрацсемпе минтерсем тата ытти те тỹлевсĕр илме пултараççĕ.

Патăрьелĕнче халăхăн социаллă ыйтăвĕсене тивĕçтерекен центр тăтăшах тимлĕх кирлĕ инвалидсене килĕсене кайсах тĕрлĕрен пулăшупа, çăмăллăхпа тивĕçтерет. 2021 çулта 84 инвалида тĕрлĕрен пулăшу кỹнĕ.

 А. ФРОЛОВ, районти инвалидсен обществин председателĕ

Архив материалов

Март 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

Яндекс.Метрика