"Çăлкуç" таптăр иксĕлми

Категория: Публикации Опубликовано: 03.12.2021, 09:32 Просмотров: 312

Туçа ял халăхне пĕр-пĕринпе шăкăлтатса калаçса ларма, концерт пăхса киленме, уявсем ирттерме кĕтес çукки питĕ пăшăрхантаратчĕ. Ял библиотеки шкулта вырнаçнăран унта та пухăнма май çук. Çак кунсенче вара унчченхи "Гвардеец" колхоз правленийĕн пĕрремĕш хутĕнче илемлĕ, ăшă, çутă, хăтлă пỹлĕм хута кайрĕ. Пĕр саслă пулса "Çăлкуç" туслăх кĕтесĕ" ят панăскере хĕрлĕ хăю кассах уçрĕç.

Л. Карягин вĕрентекен çырнă "Туçа тесен пурте пĕлеççĕ" сăвва К. Алексеева вĕренекен пăхмасăр вуланă хыççăн пухăннисене ял тăрăхĕн пуçлăхĕ К. Углев, Туçари вăтам шкул директорĕ, районти депутатсен Пухăвĕн депутачĕ П. Шашкин, А. Салмина ял старости саламларĕç. Вĕсем пĕрлĕхре вăй пулнине палăртса хăварчĕç.

Савăнăçлă мероприятире юрă-ташă та чылай пулчĕ. В. Глинкин ертсе пыракан хор чуна пырса тивекен юрăсем шăрантарчĕ. Туçари вăтам шкулти Н. Осипова, Л. Глинкина учительсем хăйсем те, вĕренекенĕсем те уявран айккинче юлмарĕç, çепĕç сассисемпе куракансене тыткăнларĕç. П. Кузнецов Г. Айхин "Аннене" сăввине каланă хыççăн чылайăшĕн куçĕнчен куççуль юхрĕ. Çавăн пекех П. Шашкинпа В. Глинкин дуэчĕ, Л. Сатарова юрланă юрăсем, Г. Мулюкова хăй çырнă сăввисем кашнин кăмăлне кайрĕ.

Туçара çуралса ỹснисем хушшинче республика тулашĕнче палăрнă çынсем те нумай. М. Табакова педагог-ветеран А. Исаеван ывăлĕн пултарулăхĕпе паллаштарчĕ. Алексей пăртан, йывăçран, хăйăртан кỹлепесем ăсталать. Вăл нумай-нумай конкурс çĕнтерỹçи, çавăн пекех тĕрлĕ шайри Хисеп, Тав хучĕсене те тивĕçнĕ.

Малашне Туçара пурăнакансен те пĕрле пухăнса мероприятисем йĕркелеме пỹлĕм пурришĕн савăннине, уявсене хутшăнма кăмăлĕ пысăккине М. Рыбкина та пытармарĕ.

А. КУЗНЕЦОВА.

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика