Çĕр туртăмĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 03.12.2021 09:33 Просмотров: 249

Çĕр туртăмĕ пурах çав, кăна Ньютон саккунне пĕлмесен те çирĕплетсе пама пулать. Вăл хăйĕн ытамне илет те никама та вĕçертмест. Çакна агрономсем питĕ лайăх пĕлеççĕ.

–Мана кабинетра ларса ĕçлеме питĕ йывăр, уйрăмах çуркунне чун хирелле туртать. Уйра хама валли канлĕх тупатăп, - тет 1982 çултанпа агрономра ĕçлекен Галина Лялина. Тĕрĕссипе, Галина Ивановнăна хам та уйра курма хăнăхнă. Пирĕн пĕрремĕш тĕл пулу та тыр-пул пуссинче пулнăччĕ, унтанпа шыв-шур та чылай юхса иртрĕ. Вăл вара çаплах акана е вырмана кĕске вăхăтра тата пахалăхлă ирттерсе ярассишĕн, акнă-лартнă культурăсем лайăх шăтса тухса пысăк тухăç паччăр тесе ырми-канми тăрăшать. Кĕркунне кĕлетсем тулли пуласси агрономран та нумай килет.

Комсомольски районĕнчи Кивĕ Сĕнтĕр ялĕнче 1961 çулта çуралнă Галина Ивановна çĕрпе мĕн ачаранах çывăх пулнă. Ашшĕ 38 тултаричченех куçне ĕмĕрлĕхех хупнăран амăшĕн 7 пепкине пĕччен ура çине тăратма тивнĕ. Вĕсене çитермелле, тăхăнтартмалла, сахал мар укçа-тенкĕ кирлĕ. Тăлăх арăм хăй арманта тырă авăртнă çĕрте арçынсемпе пĕр тан тăрăшнă, ачисене валли вара чĕкĕнтĕр пайĕ илнĕ. Ĕçрен пушансанах ывăннине пăхмасăр вĕсене пулăшма пынă.

- Чĕкĕнтĕр йăранĕсене çумлама кайсан бригадир кашнийĕн патне çитетчĕ, калчасене мĕнле сайратмаллине вĕрентетчĕ. "Пĕр-пĕрин хушши 20-25 сантиметр пулмалла. Аслисен ура лаппи чухлĕ тăратса хăвармалла, ачасене кăшт ытларах", - тесе ăнлантаратчĕ. Ỹсерех вара пĕрчĕллĕ культурăсен анине çум курăкран тасатма хутшăнма пуçларăм. Колорадо нăрри пирĕн тăрăха килсен ăна пуçтараттăмăр ятарлă савăта, уншăн укçа та паратчĕç. Колхоз хирĕнче çăвĕпе ĕçленĕ май çитĕннĕçем агроном пулас ĕмĕт вăй илсе çеç пычĕ, - тет Г. Лялина пурнăçĕпе паллаштарнă май.

9, 10-мĕш класа Галина Ивановна хăйĕнпе пĕр тантăш тепĕр 6 хĕр ачапа пĕрле ялтан 12 çухрăмри Комсомольскинчи вăтам шкула çỹренĕ. Аллине аттестат илсен çамрăк тỹрех Вăрнарти совхозтехникумра пĕлĕвне малалла тăсас шутпа экзамен кайса тытать. Шел пулин те, ĕмĕчĕ унăн çав çулах пурнăçланаймасть.

- Вăл вăхăтра манран аслăраххисем те вĕренетчĕç. "Галя, килте икĕ студент, сана вĕрентейместĕп. Пĕрер çул ĕçлесе пăх-ха", - терĕ анне. Ун сăмахне итлерĕм. Комсомольскинче Валя аппа ятлă тăван пурччĕ, вăл ВЛКСМ райкомĕнче секретарь-машинисткăра тăрăшатчĕ. Хăй паспорт сĕтелне ĕçлеме куçрĕ, эпĕ ун вырăнне юлтăм. Маларах орфографие еплерех пĕлнине пăхма диктант çыртарчĕç, тĕрĕслев витĕр аванах тухрăм. Çулталăк тăрăшрăм, унтан тепĕр хут экзамен тытса Вăрнарти совхозтехникума агрономи уйрăмне вĕренме кĕтĕм. Ăс пухнă вăхăтрах патшалăх экзаменĕсене валли билетсем пичетлеттĕм, уншăн тỹлетчĕç. Аннене пĕччен йывăррине шута илсе ăна та параттăм, - терĕ калаçу сыпăнса пынăçем Г. Лялина.

Суйласа илнĕ профессипех пурнăçне çыхăнтарас тĕллев лартнăран студентка практикăна кайсан та пĕр кун сиктермесĕр хире тухнă, чылай çул агрономра вăй хуракансен опытне ăша хывнă.

1982 çулхи апрель уйăхĕнче дипломлă хĕре шăпа Патăрьелне илсе çитерет, "Батыревский" совхоза ĕçе вырнаçма каять. Шăпах çав кун кĕрлесе тăракан хуçалăха ертсе пыракан А. Кудрявцев вырăнта пулман, çавна май унпа И. Васюткин агроном тĕл пулать. Иван Васильевич ыйтусем парсах çамрăкăн пĕлĕвне тĕрĕслет. Ĕнерхи студентăн хуравĕсем килĕшнĕрен тепĕр куннех ирхи 7 сехет валли ĕç тумĕпе кантура килме хушать.

- Мана Александр Петрович Кудрявцевпа Иван Васильевич Васюткин ирхине кĕтсе илчĕç те хире илсе кайрĕç. Çапла ĕçлеме пуçларăм. Владимир Николаевич Сорокин агроном таçта кайнăччĕ, çавăнпа иккĕмĕш кунах пăрçана акмалли нормăна шутласа никĕсе хывтарма тиврĕ. Маларах пĕрре те пурнăçласа курман пулсан та вĕреннине аса илсе турăм.

Хирсем сарлакаччĕ, куçа илĕртетчĕç. Акнă вăхăтра сеялка çине тăраттăм та вăрлăх мĕнле хупланса пынине, тарăнăшне пăхса пыраттăм. Паян та çаплах тăватăп. Вăрлăх çиелерех юлсан типсе тымар яраймасть, тарăнрах хурăнсан шăтаймасть, кашни япалана шута илмелле. 1982 çултанпа, унтан икĕ çулне çеç хутшăнман, ака ирттеретĕп, пĕрре те вăл пĕр пек килмен. Агрономăн яланах çанталăка пăхса ĕçлеме тивет, - тет Галина Ивановна. Вăл хăй çак çăмăл мар профессие алла илнишĕн пĕрре те ỹкĕнменнине, чунĕ суйланă ĕç ăна киленĕç çеç кỹнине, хĕллехи кунсенче хирсемшĕн тунсăхланине палăртать.

Хирте акнă-лартнă культурăсем мĕнле шăтса тухасси, тухăçа пухса кĕртесси пĕр çын тăрăшнипе çеç пулмасть. Пĕрлехи вăйпа çеç кăпăшка çăкăр пиçсе тухать кăмакаран. Ĕç кал-кал пытăр тесен агрономăн пуринпе те пĕр чĕлхе тупма, йывăрлăхсене пĕрле çĕнтерме пĕлмелле. Г. Лялина яланах çакна шута илет. Акара е вырмара, хăть хăçан та механизаторсемпе, тырă акакансемпе, комбайнерсемпе калаçса, пĕр шухăш патне çитсе ĕçе пурнăçлама тăрăшать.

Шел пулин те, паян районти чылай ял хуçалăх предприятийĕпе фермер хуçалăхĕнче агрономсем çук. Хăшĕ-пĕри вĕсен канашĕпе усă курать-ха, анчах ун пеккисем те нумайăн мар.

- Çĕрпе ĕçлекенсем халь мĕн кирлине Интернетран та вуласа пĕлме май пуррине калаççĕ. Унта информаци çителĕклех, анчах химикат сапиччен тĕплĕн шухăшласа тĕрĕс утăм тумалла. Акнă-лартнă культура та çын пекех, анчах каласа пама чĕлхи кăна çук. Вĕсем мĕнле ỹснине, тымарĕ еплерех аталаннине - йăлтах пăхмалла. Тен, пачах та сапмалла мар? Хальхи препаратсем унчченхисем пек çулçисене пĕтĕрсе илсе сарăхтарса ямасан та пултараççĕ, ун вырăнне ỹсессине, тухăçа чакарса лартаççĕ. Чир-чĕртен им-çам е çум курăкран гербицид сапнă чухне те нормăна пăхăнмаллах.

Кĕркуннене тулли кĕрекепе кĕтсе илес тесен çĕре юратмалла, ăнланмалла. Хире утса тухмасăр агроном е çĕр хуçи пулаймастăн, - тет "Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ агрономĕ" хисеплĕ ята тивĕçнĕ икĕ ывăл амăшĕ Г. Лялина.

О. ПАВЛОВА

Газета

Архив материалов

Январь 2022
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Все новости

Яндекс.Метрика