Раштав типпинче пилĕк мăшăра юбилейлă туй ячĕпе саламлĕç

Категория: Публикации Опубликовано: 07.12.2021 09:45 Просмотров: 228

 ПРАВОСЛАВИ тĕн йăли-йĕркине тытса пыракансемшĕн иккĕмĕш эрне (ноябрĕн 28-мĕшĕнче пуçланчĕ) Раштав типпи пырать. Вăл 2022 çулхи январĕн 6-мĕшĕччен тăсăлать. Çак тапхăрта туй кĕрлеттерекенсем те, ытти шавлă мероприяти ирттерекенсем те сахал. Çапах Вăтаелĕнчи Валентин Николаевичпа Елизавета Феоктистовна Ложкинсене, Шăхачри Николай Петровичпа Александра Васильевна Стефейкинсене, Патăрьелĕнчи Александр Ильичпа София Гавриловна Волковсене ылтăн (50 çул пĕрле), Тури Чакăри Леонид Никоновичпа Евгения Семеновна Сюзюкинсене, Шăнкăртамри Памир Мудировичпа Халидя Ахметовна Салиховсене изумруд (55 çул пĕрле) туйсен ячĕпе çывăх çыннисемпе пĕрлех район, ял тăрăхĕн администрацийĕсен ĕçченĕсем те салам сăмахĕсене çитерессе шансах тăратпăр.

Газета

Архив материалов

Январь 2022
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Все новости

Яндекс.Метрика