Куравра ентешĕмĕрĕн ỹкерчĕкĕсемпе паллашнă

Категория: Публикации Опубликовано: 07.12.2021 09:47 Просмотров: 205

 ПĂЛАПУÇ Пашьелĕнче çуралса ỹснĕ Раççей Художникĕсен союзĕн пайташĕ Владимир Ларев Шупашкарти художество училищинчен вĕренсе тухнă хыççăн тĕрлĕ сăлтавпа чылай çул алла киçтĕк тытман, мольберт умне те ларман. Паян вара вăл çĕнĕрен творчество каçалăкĕнче хăйĕн ăсталăхне туптать темелле. Живопись ăсти юлашки çулсенче асамлă пейзажсем, сюрреализмла сăнсем, ню стилĕпе ỹкернĕ картинăсем, философилле ỹкерчĕксем çырать. Вĕсем хушшинче вăрçă çинчен ỹкернĕ ĕçсем те пур. Вĕсене художник хĕрлĕ тĕспе пĕрлештернĕ. Хура йĕрпе арçын темине, шуррипе хĕрарăма палăртнă. Эрнекун, декабрĕн 3-мĕшĕнче, Чăваш патшалăх художество музейĕнче «Çĕр çинчи пурнăçшăн» («Во имя жизни на планете») куравра ентешĕмĕр-сăрă ăстин ĕçĕсемпе паллашнă, унăн пултарулăхне хак панă.

Газета

Архив материалов

Январь 2022
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Все новости

Яндекс.Метрика