Кузнецовсемпе Метловсен çемйисем - конкурс лауреачĕсем

Категория: Публикации Опубликовано: 07.12.2021, 09:47 Просмотров: 265

РАЙОНТИ художество пултарулăх ушкăнĕсем, уйрăм хастарсем тăтăшах республикăри конкурссемпе фестивальсене хутшăнаççĕ, Юхмапа Пăла тăрăхĕн чысне хỹтĕлеççĕ. Акă, çак кунсенче çеç çемьесем хушшинче «Пурте туслă çемьерен» республикăри художество пултарулăхĕн VII фестивалĕ иртрĕ. Унта пирĕн район чысне Сăкăт ял тăрăхĕнчи Кузнецовсен «Туслăх» тата Шăхач ял тăрăхĕнчи Метловсен «Ялка» çемье ушкăнĕсем хутшăнса конкурс лауреачĕсем пулнă. Çемье ансамблĕсем тăратнă видеороликсем пирĕн тăрăхри халăхсен культурине, авалхи йăли-йĕркине уçса панă, юрри-ташшипе савăнтарнă.

Архив материалов

Март 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

Яндекс.Метрика