Çĕр çинчен тĕнче уçлăхне пăхакан хастар каллех пысăк чыса тивĕçнĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 07.12.2021 09:49 Просмотров: 220

 ТУРИ Туçара хăй пурăнакан çурт çумĕнче уçнă архив-музей ертỹçи, халăх академикĕ, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ экономисчĕ тата хисеплĕ ветеранĕ Валерий Салмин çак кунсенче тепĕр пысăк наградăна тивĕçнĕ. Çĕр çинчен тĕнче уçлăхне хăйне евĕрлĕхпе пăхакан хастара наука ĕçĕнчи сулмаклă утăмсемшĕн, çут çанталăкпа этемлĕх тĕнчине тĕпчекен пĕрлехи шкул пирки хайланă ăслăлăх ĕçĕсемшĕн Чăваш наци академийĕн наукăпа искусствăн премине тата орденне парса чыс тунă. Сăмах май каласан, 2016 çулта вăл наци академийĕн А.П.Айдак ячĕллĕ «За службу народа» орденне илме тивĕçнĕ. Саккăрмĕш теçеткене ваклакан ĕç ветеранĕ паянхи кун та наукăпа, философипе çыхăннă материалсем çырать.

Газета

Архив материалов

Январь 2022
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Все новости

Яндекс.Метрика