Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкула - çĕнĕ автобус

Категория: Публикации Опубликовано: 07.12.2021, 09:51 Просмотров: 287

Иртнĕ кĕçнерникун Шупашкарта районсемпе хуласенчи вĕрентỹ учрежденийĕсене 37 автобус пачĕç. Телейлисен хушшинче пирĕн районти Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкул та пур, вĕсене 14 вырăнлă УАЗ128801-100-11 çĕнĕ автобус тивĕçнĕ. Шкул директорĕ Наталия Андреева республика правительствине Çĕнĕ çул умĕнхи парнешĕн чун-чĕререн тав тăвать.

Сăмах май каласан, 2021-2022 вĕренỹ çулĕнче çирĕплетнĕ графикпа районта 24 шкул автобусĕ куллен çула тухать, 35 маршрутпа 810 ачана вĕренме илсе çỹрет.

(Хамăр корр.).

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика