Çитĕнỹ хăй тĕллĕн килмест

Категория: Публикации Опубликовано: 07.12.2021, 09:58 Просмотров: 340

 Чăваш Енри Хĕрарăмсен пĕрлешĕвĕ çулленех хĕрарăмсен обществăри пĕлтерĕшне ỹстерес, экономика, социаллă тата культура пурнăçĕнчи витĕмне палăртас тĕллевпе хуласенчи, районсенчи хĕрарăмсен пĕрлешĕвĕн çулталăкри ĕçĕсене пĕтĕмлетсе конкурс ирттерет. Кăçал та ăна йĕркеленĕ. «Чăваш Енри хĕрарăмсен пĕрлешĕвĕ» обществăлла организацин Патăрьелĕнчи уйрăмĕ, ăна «Юмах» ача сачĕн заведующийĕ Алена Горшкова ертсе пырать, «2021 çулти ĕçсен пĕтĕмлетĕвĕпе хĕрарăмсен чи лайăх канашĕ» номинацинче çĕнтернĕ.

Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи Хĕрарăмсен канашĕ 250 çынна пĕрлештерет, этемлĕхĕн черчен пайĕсем тĕрлĕ сферăра - культурăра, вĕрентỹре, сывлăх сыхлавĕнче, ял тăрăхĕсен администрацйĕсенче - тăрăшаççĕ. Кашни ял тăрăхĕнчех Хĕрарăмсен канашĕсем пур.

Районти Хĕрарăмсен тата Ашшĕсен канашĕсем пуçарнипе кăçал çамрăк çемьесен «Çемье» клубĕ Патăрьелĕнчи тĕп библиотека никĕсĕнче çĕнĕрен ĕçлесе кайрĕ. Кунтах «БиблиоАННЕ» проекта та реализацилеççĕ. Вăл амăшĕсен ыйтăвĕсене тимлĕх уйăрма, çемьери йăла-йĕркене хаклама, вуласлăха вăй илме пулăшать.

Хĕрарăмсен канашне çỹрекенсем Юхмапа Пăла тăрăхĕнче иртекен Сывлăх кунĕсене, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче вилнисене асăнса пуçарнă «Асăну сачĕ», Çемье, юратупа шанчăклăх кунне халалланă «Çемье вăл- эпир!» тата ытти акцисене, фитнес-аэробикăпа тата степ-аэробикăпа йĕркелекен мастер-классене, çамрăк çемьесем хушшинче иртнĕ «Манăн туслă çемье» конкурса тата ытти çĕре те хастар хутшăнаççĕ. Республика шайĕнче те район чысне çỹллĕ шайра хỹтĕлеççĕ. «Эпĕ- хĕрарăм» конкурсра Патăрьелĕнчи тĕп больница тухтăрĕ Фирия Хафизова иккĕмĕш вырăн çĕнсе илнĕ. Сăкăтри культура çурчĕн заведующийĕ Вероника Кузнецова «Хĕрарăм, сан умăнта таятăп пуçăма» конкурсра мала тухнă. Çавăн пекех районти Хĕрарăмсен канашĕн членĕсене он-лайн акцисенче, челенжсенче (#сывлăх патне 10 пин утăм, #тăвансем пухăнсан, #йывăç ларт тата ăна упра, #Аннене юратса тата ытти акцисем) час-часах курма пулать

. Районти Хĕрарăмсен канашĕ пуçаракан мероприятисем - вĕсене Ашшĕсен канашĕ те, власть органĕсем те хутшăнаççĕ- яланах интереслĕ иртеççĕ, кашнийĕн асĕнче чылайлăха тăрса юлаççĕ.

Пуçарулăхпа, хастарлăхпа, çĕнĕ проектсемпе палăрнăран «Чăваш Енри хĕрарăмсен пĕрлĕхĕ» обществăлла организацин районти уйрăмĕ «Чи лайăххи» ята тивĕçнĕ. Çакăнта районти, республикăри мероприятисемпе акцисене хутшăннисен - Патăрьелĕнчи тĕп библиотекăра, вĕрентỹ организацийĕсенче, Патăрьелĕнчи тĕп больницăра, Централизациленĕ клуб системинче, социаллă сферăра тата ытти çĕрте те тăрăшакансен - тỹпи пысăк. Патăрьел, Нăрваш Шăхаль, Шăнкăртам ял тăрăхĕсенчи Хĕрарăмсен канашĕсем те хастар ĕçлеççĕ.

О. ПАВЛОВА.

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика