Профилактика шкулĕ вĕрентỹ йĕркелерĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 07.12.2021 10:03 Просмотров: 215

 «Чăваш Республикинчи сывлăх сыхлавĕн сферинчи волонтер отрячĕсен аталанăвĕн системи» проектпа килĕшỹллĕн Турханти вăтам шкулта Профилактика шкулĕ черетлĕ вĕрентỹ йĕркелерĕ. Ăна Пĕтĕм Раççейри «Волонтер-медиксем» обществăлла юхăмăн Чăваш регионти уйрăмĕн доброволецĕсем ирттерчĕç.

Унта калаçу тĕпрен илсен чĕрепе юн тымарĕсен чирĕсен профилактики çинчен пулчĕ. Çамрăк волонтер-медиксем вĕсен аталанăвне тишкерчĕç. Гипертони, инсульт е миокард инфаркчĕ çинче чарăнса тăчĕç. Сывă пурнăç йĕркине тытса пырса пĕлсе апатланни чир аталанăвне чарса лартма пултарнине пĕлчĕç.

«Республикăри сывлăх тата медицина профилактики, сиплев физкультури, спорт медицини центрĕ» бюджет учрежденийĕн тухтăрĕ Екатерина Иванова ачасемпе пĕлĕве ỹстермелли тата çирĕплетмелли йĕркесемпе «Сывлăхлă пул» интеллектуаллă вăйă ирттерчĕ.

Шкулта вĕренекенсем сертификатсем илчĕç. Хастаррисене вара тăрăшуллă ĕçшĕн тав хучĕсене тата статуэткăсем парса чысларĕç.

А? ИВАНОВА?

Газета

Архив материалов

Январь 2022
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Все новости

Яндекс.Метрика