Чăваш чĕлхи пуян та илемлĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 07.12.2021 10:06 Просмотров: 207

 Тĕнчере кашни халăхăн хăйĕн чĕлхи пур. Пĕр-пĕринпе эпир тăван чĕлхепе калаçатпăр. Геннадий Волков академик: «Чĕлхе - халăхăн малашлăхĕ»,- тенĕ. Анчах юлашки вăхăтра чăвашра çуралса ỹснĕ, чăваш юнĕ юхакан ачасем тăван чĕлхепе калаçмаççĕ, калаçсан та акцентпа. Садикренех вырăсла хутшăнма тытăнаççĕ, чăваш чĕлхи пачах çухалнă тейĕн.

Чăвашлăх туйăмне ачасенче аталантарасси, паллах, ашшĕ- амăшĕнчен нумай килет. Енчен те çемьере чăвашла калаçсан, ырă йăласене тытса пырсан, ача пур енлĕн аталанассине шанма пулать. Амăшĕн чĕлхипе калаçма вăтанакан çынсем пурришĕн, эпир, вĕрентекенсем те айăплă. Апла пулсан, хăй вăхăтĕнче хамăр ĕç çине çиелтен пăхнă. Çемьен, ача сачĕн, шкулăн уйрăмах кĕçĕн классенче вĕренекенсем хушшинче çыхăнуллă, вĕçе-вĕçĕн ĕçлесе пымалла. Чылай чухне вара çак çыхăну татăлать.

Тăван чĕлхе - тăван халăхăн иксĕлми ăс-тăн çăлкуçĕ. Ăшшăн каланă чăваш сăмахĕ кашни çын чунне ăшăтать, кăмăлне çĕклет. Чăваш чунĕ патне чăваш чунлĕ çын кăна çитме пултарать. Ют чĕлхе пит аван пулсан та вăл пирĕн мар. Вырăсла калаçнипе вырăс пулаймăн. Темĕн тĕрлĕ чаплă çын тумтирне тăхăнса хамăн тесе çỹреймĕн. Хăвăннипе вара никам та нимĕн те калаймĕ. Сухомлинский чăвашсем çинчен ырă сăмахсем çырнă. Вăл пирĕн чĕлхемĕре чи пуян чĕлхесен шутне кĕртнĕ.

Юлашки вăхăтра тăван чĕлхене юратса, ăна упраса хăварассишĕн Раççей шайĕнче те, республикăра та çине тăни сисĕнет. Ноябрĕн 19-мĕшĕнче Раççей шайĕнче наукăпа практика конференцийĕ иртрĕ. Вăл «Актуальные вопросы исследования и преподавания родных языков и литератур» ятпа пулчĕ. Ку конференцие Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен учительсем те хутшăнчĕç, хăйсем валли кирлĕ пĕтĕмлетỹсем турĕç.

Паллах, тăван чĕлхе пурăнтăр тесен, чăвашла калаçмалла, ачасене те чăвашла калаçтармалла. Тăван чĕлхе вара - атте-анне чĕлхи. Ашшĕ-амăшне хисеплекен çын тăван чĕлхене те хисеплĕ, нимĕнпе те улăштармĕ.

В. ФЕДОРОВА, Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкул вĕрентекенĕ.

Газета

Архив материалов

Январь 2022
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Все новости

Яндекс.Метрика