Атте ăшшисĕр иртнĕ ачалăх

Категория: Публикации Опубликовано: 07.12.2021, 10:08 Просмотров: 310

Кивĕ Катекре пурăнакан Александра Захарова мана тараватлăн кĕтсе илчĕ. Калаçу пуçариччен вĕри чей ĕçтерчĕ, унтан тин сăмах çăмхи сỹтĕлчĕ.

Санька инке - вăрçă ачи, 1940 çулхи апрелĕн виççĕмĕшĕнче çуралнă. Амăшĕ ăна пĕчченех пăхса ỹстернĕ. Хĕрĕпе йывăр çын чухне вăл мăшăрне салтака ăсатнă. Семен Губерянович Гладков çар тивĕçне пурнăçланă вăхăтра Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланнă, вăл тỹрех фронта кайнă. Хăйĕн ача çурални пирки вăл çыру тăрăх кăна пĕлнĕ. Пурнăçра тăван тĕпренчĕкне курма пỹрмен Çумкка тете пĕр çапăçура вăйлă аманнă хыççăн госпитальте вилет.

Санька аппа ашшĕне сăн ỹкерчĕкре кăна курнă. Амăшĕ мăшăрĕ çуккине чылай вăхăт ĕненмесĕр пурăннă, ялан таврăнасса кĕтнĕ. Час-часах ăна аса илсе хурланса йĕнĕ. «Аннен куççулĕ шăпăр-шăпăр юхнине курсан эпĕ те хурланаттăм», - тесе аса илет вăрçă ачи.

А. Захарован ачалăхĕ çăмăл пулман. Вăл пĕчĕккĕ чухне амăшĕ фермăра вăй хунă. Хĕрне пĕчченех тăратса хăварса ĕçе тухса кайнă. Килне таврăннă чухне вара юрласа кĕнĕ, çапла майпа хăйĕн чунне пусарнă. Ачи кăшт ỹссен хăйĕнпе пĕрле колхоза илсе çỹреме пуçланă.

Пурнăçне Санька инке хуçалăх ĕçĕпех çыхăнтарнă. Чылай çул ĕне сунă, лаша, сысна пăхнă çĕрте тăрăшнă. Пĕрле вăй хуракансемпе яланах килĕштернĕ, çавăнпах ăна паян та пурте хисеплеççĕ. Виталий Захаров мăшăрĕпе икĕ ача çуратса ỹс- тернĕ. Виталий Иванович ялта питĕ ăста купăсçă пулнă. Ывăлĕ ашшĕ пекех купăспа калама юратнă. Вăл Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Çамрăксен театрĕнче артистра вăй хунă. Шел пулин те унăн та, Люда хĕрĕн те ĕмĕрĕсем кĕске пулнă. «Телее укçа парса илейместĕн çав. Ачасене юратса пăхса ỹстертĕм, пĕччен тăрса юласса шухăшламан»,- тет инке. Паян вăл Лада мăнукĕпе йăпанса кăмăлне çĕклет. 81 çулта пулсан та А. Захарова чунĕпе ватăлман. Пурнăç сукмакĕнче тĕл пулнă йывăрлăхсене çĕнтерсе малалла талпăнать, хуçалăхра чăх-чĕп усрать, кỹршĕ-арша пулăшать.

Н. ЕЛЛИН

 

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика