Кашни ачара хастарлăх палăрчĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 07.12.2021 10:39 Просмотров: 213

Вĕрентỹ материалĕсене ачасене тĕплĕн алла илтерес тесен вĕсене интереслентерме те пĕлмелле. Çакă учительсен тĕллевĕ те пулса тăрать.

 Чылай ача математикăпа задачăсем шутлассине киленĕç вырăнне хурать. Çавна май предмета тата ытларах килĕштерме пуçлать. Теприсем вара аплах мар. Вĕсене предмета юратма хăнăхтарас тесен хушма ĕçсем тутарни кирлĕ. Пурне те урокра туса ĕлкĕрейместĕн. Класс тулашĕнчи мероприятисем çак тĕллевсене малалла пурнăçа кĕртме май параççĕ. Çавна май ку хутĕнче Тутар Сăкăтĕнчи вăтам шкулта математика, информатика, физика тата астрономи эрнине ирттерчĕç. Çакнашкал мероприятисем йĕркелесси йăлара кунта.

Предмет эрнисене математика учителĕ Ф.Козлова, информатикăпа вĕрентекен Р.Сабитова, физикăпа пĕлỹ паракан Г.Начаевăпа М.Козлов, класс ертỹçисем йĕркелерĕç. Вĕсене 5-11 классене çỹрекенсем явăçрĕç. Математика учителĕсем вĕренекенсене предмет тĕнчине илсе кĕрес тĕллевпе «Тинĕсри тупăшу» тематика каçне явăçтарчĕç. Занятисенче терминсене пĕлнине палăртса диктантсем çырчĕç. Шкула кĕнĕ май цифрăсен тĕнчипе çыхăннă каларăшсене аса илчĕç. Юрăсенчи йĕркесене шăрантарчĕç. Классем хушшинче КВНсемпе КЗМ ирттерчĕç. 8 классем ỹкерчĕксем турĕç.

 11 класра вĕренекенсем астрономипе планетăсен парачĕн выставкине йĕркелерĕç. Геометри кĕлеткисен куравĕ те интереслĕ пулчĕ. Кашни вăйă çĕнтерỹçи пылак парнене тивĕçрĕ. Эрне вĕçĕнче 8-11 классем хушшинче квест иртрĕ.

 Класс тулашĕнчи ĕçсен вăхăтĕнче кашни ача хăйĕн пултарулăхне кăтартма пултарчĕ. Ытларахăшĕн предметсене тата тарăнрах вĕренес шухăш çуралчĕ.

(Хамăр корр.).

Газета

Архив материалов

Январь 2022
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Все новости

Яндекс.Метрика