Пушарта икĕ хутлă çурт çунса кĕлленнĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 14.12.2021, 10:00 Просмотров: 227

ИРТНĔ шăматкун, декабрĕн 11-мĕшĕнче, каçхине 18 сехетсенче Тутар Сăкăтĕнчи пĕр хуçалăхра пушар тухнă, икĕ хутлă çурт тĕпĕ-йĕрĕпех çунса кайнă. Районти пушар надзорĕн специалисчĕсем инкек мунчари кăмакаран тухнă тесе шутлаççĕ. Кил хуçи мунча хутса янă, хăй кỹршĕ патне каçнă пулнă. Пỹртпе пĕрлех вырнаçнă мунчаран тухнă çулăм туххăмрах йĕри-таврашне ярса илнĕ. Пушарниксем хуралтисене тата кỹршисене вутпа сиенленме паман. Анчах çурт-йĕрне страхламан кил хуçисем вара питĕ пысăк инкек курнă. Çулталăк пуçланнăранпа çак ялта иккĕмĕш хут пушар тухнă.

Архив материалов

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

Яндекс.Метрика