Раççей Паттăрĕсен кунĕ ячĕпе - ăш пиллĕ тĕл пулу

Категория: Публикации Опубликовано: 14.12.2021, 10:01 Просмотров: 231

ПАТĂРЬЕЛĔНЧИ пĕрремĕш вăтам шкулти Валентина Аппакова вĕрентекен ертсе пыракан пограничниксен кадет класĕ районта çарпа патриотла воспитани енĕпе йĕркелекен мероприятисене тăтăшах хастар хутшăнать. Иртнĕ кĕçнерникун, декабрĕн 9-мĕшĕнче, çамрăк чикĕ хуралçисем Раççей Паттăрĕсен кунне халалласа районти "Пограничное братство" пĕрлĕхĕн ветеранĕсемпе Михаил Харитоновпа тата Николай Тинюковпа тĕл пулнă. Пограничниксем кадетсене Раççей историйĕ, унăн паттăрĕсем пирки каласа панă, Тăван çĕршыва хỹтĕлекен салтаксен сывлăх тĕлĕшĕнчен те, кăмăл-сипет енчен те çирĕп, спортпа туслă пулмаллине асра тытма сĕннĕ, яланхи пекех ачасене кучченеçпе те сăйланă.

Архив материалов

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

Яндекс.Метрика