Ырă кăмăллă тăван Аслă Пăла хĕррипе вырнаçнă

Категория: Публикации Опубликовано: 14.12.2021, 10:04 Просмотров: 255

Çĕнĕ Ахпỹрт пултаруллă та ăста çынсемпе пуян. Вĕсен шутĕнче манăн виççĕмĕш сыпăкри тете - Василий Еллин. Вăл ăста купăсçă, районта иртекен Акатуй-Сабантуйран, ялти уявсенчен пĕринчен те юлмасть.

Василий Макарович шкулта вĕреннĕ чухнех хут купăспа туслашнă. Çамрăклах пултарулăх мероприятийĕсене хутшăнса малти вырăнсене çĕнсе илнĕ. "Купăс - чун уççи", - тет вăл час-часах. Çăварни, ĕçкĕ-çикĕ, туй юррисене хаваспах шăрантарса кĕрекене илем кỹрет. Иксĕмĕр тĕл пулсан музыка инструментне алла тытса тĕрлĕ кĕвĕ калатпăр.

Ырă кăмăллă тăван пушă тăма юратмасть. Мĕн ачаран ĕçпе пиçĕхсе ỹснĕ. Салтакран таврăнсанах пушар хуралĕнче водительте тăрăшнă, каярах "Родина" колхозра лашасем пăхнă. Ахальтен мар ĕнтĕ "Чи лайăх лаша пăхакан" сумлă ята тивĕçнĕ. Паянхи кун та вăл ĕçлет. Çулĕсем шултăраланнине пăхмасăрах Василий Макарович, 1949 çулхи декабрĕн 5-мĕшĕнче кун çути курнă, "Исток" çĕр ĕç фирминче хуралта тăрать.

Урхамахсене тете питĕ юратать. Килĕнче те вăл вĕсене 10 пуç таран усрать. Алли ылтăн пулнăран чĕлхесĕр янаварсене хĕл каçарма хăйех вите тунă. Çулла вара вĕсене лагере кăларать. Еллинсем ытти выльăх та йышлă усраççĕ, картиш тулли чăх-чĕп тытаççĕ. Инкепе, Любовь Васильевнăпа, кашни ĕçе килĕштерсе пурнăçлаççĕ. Иккĕшĕ те тăрăшуллă пулнăран кил-çурчĕ те кермен пекех.

 Васалий Макарович мăшăрĕпе виçĕ ывăлне тивĕçлĕ воспитани панă. Пурин те алли-ури ăста. Вĕсем те çемье çавăрса ача-пăчаллă пулнă.

Н. ЕЛЛИН. Çĕнĕ Ахпỹрт

Архив материалов

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

Яндекс.Метрика