Республика хыпарĕсем

Категория: Публикации Опубликовано: 17.12.2021, 10:35 Просмотров: 208

Хушма укçа килĕ

РФ Правительствин Председателĕ Михаил Мишустин хушăвĕпе Чăваш Ене федераци бюджетĕнчен 305,2 миллион тенкĕ хушма укçа килсе çитмелле. Экономикăн аслă канашĕн ларăвĕнче вице-премьер - финанс министрĕ Михаил Ноздряков пĕлтернĕ тăрăх, республика ертỹçин хушăвĕпе çак укçа-тенке пĕтĕмпех муниципалитетсене вырăнти ыйтусене татса пама уйăрĕç.

Наставничество вăй илсех пырать

Наставничество программине ăнăçлă пурнăçа кĕртсе пыракан организацисемпе предприятисен конкурсне пĕтĕмлетнĕ. Пĕрремĕш вырăна Шупашкарти 45-мĕш вăтам шкул тухнă. Иккĕмĕш вырăнта "Химпром" пĕрлĕх, виççĕмĕш вырăнта "Т Плюс" пĕрлĕхĕн "Мари Эл тата Чăваш Ен" филиалĕ. Республика конкурсĕн çĕнтерỹçи, 45-мĕш вăтам шкул директорĕ Татьяна Юдина палăртнă тăрăх, вĕсен проекчĕпе кирек хăш вĕренỹ учрежденийĕ те усă курма пултарать.

Шута илнĕ ĕçсĕрлĕх шайĕ 0,86 процентпа танлашнă

 Республикăра шута илнĕ ĕçсĕрлĕх шайĕ 0,86 процентпа танлашнă. ЧР Ĕçлев министерстви пĕлтернĕ тăрăх, декабрĕн 13-мĕшĕ тĕлне 5182 çынна ĕçсĕррисен шутне кĕртнĕ. Çулталăк пуçланнăранпа 33479 çынна, çак шутра 525 инвалид, ĕçе вырнаçма пулăшнă. Чăвашстат кăтартăвĕсемпе август-октябрь уйăхĕсенче МОТ методологийĕпе ĕçсĕрлĕх шайĕ 4,3 процент пулнă.

Федераци пулăшăвĕ ỹсет

Чăваш Ен 2022 çулта федераци бюджетĕнчен 33 миллиард ытла тенкĕ илĕ. "Республикăна çитес виçĕ çулта федераци 91 миллиард ытла тенкĕ парĕ, 33 миллиард тенки килес çул çитмелле",- тенĕ республика Пуçлăхĕ Олег Николаев РФ Президенчĕ Владимир Путин бюджет çинчен калакан саккуна алă пуснă хыççăн. Документра çĕршыв регионĕсене пулăшасси тĕп вырăн йышăнать.

Ятарлă GR-кодпа тивĕçтерĕç

Хăйсем сисмесĕрех е тухтăр пулăшăвне тивĕçмесĕрех коронавируспа чирлесе ирттернĕ çынсене ятарлă GR-кодпа тивĕçтерĕç. Пирĕн республика çакнашкал сертификатсем парас енĕпе çĕршывра пĕрремĕш пулĕ. Чи пахи анализ кăтартăвĕсенче антителасен шучĕ пĕлтерĕшлĕ мар. Енчен те çынсен вĕсем пур пулсан вĕсене ятарлă сертификатпа тивĕçтерĕç. Анализ тутарассипе икĕ лаборатори ĕçлĕ: республикăри клиника больницинчи тата ỹт чирĕсемпе венерологинчи.

62 пинтен иртнĕ

 Республикăра вăтам тата пĕчĕк бизнеса аталантаракансен шучĕ 62 пинтен иртнĕ. Ку пĕлтĕрхи çак тапхăртинчен 30 яхăн процент ытларах. Çак ĕç-хĕлте тăрăшакансен хисепĕ те ỹснĕ. Предпринимательсене патшалăх пĕчĕк процентлă кредитсем пани те пысăк витĕм кỹрет. Вĕсем çак пулăшупа усă курса 263 çĕнĕ производство е проект пуçарса янă. Çавăн пекех тата 450 çын валли ĕç вырăнĕ туса панă.

Хурçă стела 26 метр çỹллĕш çĕкленĕ

Шупашкарта Ĕç мухтавĕн хули ятлă стелăна вырнаçтарас ĕçсем пыраççĕ. Ăна халăх умне савăнăçлă лару-тăрура Çĕнĕ çул умĕн - декабрĕн 24-мĕшĕнче -кăларĕç. Çĕнĕ стела ахальтен ỹссе ларман. Ăна тĕп хуламăра Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче паттăрла ĕçпе палăрнăшăн тата фронта пулăшнăшăн Ĕç мухтавĕн хули ятпа чысланă май вырнаçтараççĕ. Стела хурçăран пулĕ, 26 метр çỹллĕш çĕкленĕ

Архив материалов

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

Яндекс.Метрика