Вакцинаци - пурнăç ыйтăвĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 17.12.2021, 13:42 Просмотров: 196

Çулсем малаллах шăваççĕ. Тивĕçлĕ канăва тухни те сахал мар. Ĕçлĕ пурнăçăн ытларах пайне суд системинче ирттертĕм. Урăхла каласан, çын хушшинче пулнă тесшĕн. Халĕ хваттерте тăтăш ларас килмест. Районти "Авангард" хаçата альтернативлă майпа çырăнтăм. Эрнере икĕ хутчен унта çитсе килетĕп. Пĕринче çул çинче унчченхи тантăшăма куртăм. Маска тăхăннăран палласа илме те кансĕр. Сăнĕ шуранка. Çынпа айккинелле пăхса калаçма тăрăшать. Коронавирусран больницăрах сипленнĕ иккен. Йывăр выртнă. Тухтăрсем унăн пурнăçĕшĕн самай кĕрешнĕ-мĕн.

Патшалăх аслă çулхисен кун-çулне малалла тăсассишĕн те сахал мар тимлет. Вирус инфекцийĕ ересрен вакцина яртарма сĕнет. Анчах хăшĕ-пĕри çакна темшĕн хирĕçлет. Тантăшăм та çаплах пулнă. Манăн ытти чирсем те пур. Çакă та прививка тутарма хистерĕ пулас. Вакцина яртарни çур çул та çитет. Хама лайăх туятăп. Чĕнсен ревакцинаци тутарма та каятăп. Хамшăн, çемьешĕн, ăрăва малалла тăсакансемшĕн, кỹршĕсемшĕн, тăвансемшĕн те лайăх пултăр тетĕп.

Манăн çулсем - манăн пуянлăх. Кун-çула малалла тăсассишĕн хамăрăнах тăрăшмалла. Хĕрĕм те, ывăлпа кинĕм те прививка тутарнă. Хăвăра тата çывăх çыннăрсене упрăр тесе калаççĕ тухтăрсем те. Кирек хăш чиртен хỹтĕленсе те прививка тутарнă эпĕ. Çав шутрах грипран та. Вăл та аптратни пулман. Медицина сиплевĕн усси пурах тесе çирĕплететĕп. Чир çулăхиччен сире те прививка тутарма сĕнетĕп.

Н. ЛЯЛЛИНА. Патăрьел ялĕ.

Архив материалов

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

Яндекс.Метрика