Çĕнĕ çул ячĕпе саламлар пĕр-пĕрне чăвашла!

Категория: Публикации Опубликовано: 17.12.2021, 13:46 Просмотров: 215

ЮХМАПА Пăла тăрăхĕнче тавралăх раштав уйăхĕнче те кăпăшка шурă юрпа витĕнейменрен Хĕл Мучи çула тухнăн та туйăнмасть. Çапах та чунсенче пурпĕрех йăлтăр-ялтăр çутăсемлĕ Çĕнĕ çул çывхарса пыни сисĕнет. Хальхи вăхăтра тĕнче тетелĕнче вырнаçтаракан илемлĕ открыткăсемпе видеороликсем те çынсем уява хатĕрленме пуçланине çирĕплетеççĕ. Сăмах май каласан, кăçал Чăваш Республикин Вĕрентỹ тата çамрăксен политикин министерстви уяв умĕн "Çĕнĕ çул чăвашла" флешмоб ирттерет. Унта хутшăнас тесен чăвашла саламлă видеоролик ỹкер- се тĕнче тетелĕнчи халăх ушкăнĕсенче #ОбразованиеЧувашии #ПоздравлениеНаЧувашскомЯзыке #МойРоднойЯзык21 хештегсемпе вырнаçтармалла. Çывхарса килекен 2022 çул асра юлтăр тесен пĕр-пĕрне чăвашла саламлар-и? Тăван чĕлхе вара пирĕн- шĕн яланах мăнаçлăх та, пуянлăх та!

Архив материалов

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

Яндекс.Метрика