Субботникра хĕлле те пĕрле

Категория: Публикации Опубликовано: 17.12.2021, 13:47 Просмотров: 201

ХАМĂР пурăнакан тавралăха çулталăк тăршшĕпех тирпейлĕ тытасси кашнийĕн тивĕçĕ. Çапах та ял тăрăхĕнче халăхпа экологи субботникĕсем йĕркелесси вырăнти администрацийĕн яваплăхĕ çинче. Ку тĕлĕшпе Алманчăсен хастарлăхĕ пысăк. Ялти тирпей-илемшĕн вĕсем çулталăкра темиçе хутчен те субботника кар тухаççĕ. Çак кунсенче çеç ялти Общество канашĕн членĕ Лев Киргизов пуçарăвĕпе тата ертсе пынипе Чапаев тата Ленин урамĕсенче пурăнакансемпе "Ялав çырми" текен тип çырмари хăрнă йывăçсене, ỹссе кайнă хăвасене каснă, çỹп-çапа пуçтарнă.Тирпейсĕрлĕхе юр айне хăварман. Сăмах май каласан, ыран, раштавăн 18-мĕшĕнче, çак ялсемшĕн паллă кун пулĕ. Вĕсем кăçал хăйсен вăйĕпе лартнă çветтуй Владимир князь ячĕллĕ купеле сăваплаççĕ.

Архив материалов

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

Яндекс.Метрика