Çĕнĕ ертỹçĕ суйланă

Категория: Публикации Опубликовано: 22.12.2021, 14:47 Просмотров: 162

Декабрĕн 17-мĕшĕнче Патăрьелĕнчи тĕп библиотекăра Чăваш наци конгресĕн районти уйрăмĕн ларăвĕ иртнĕ. Унта район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, Чăваш наци конгресĕн президенчĕ Валерий Клементьев хутшăннă.

Конгресăн районти уйрăмĕн председателĕ Дмитрий Коннов ларура организацин çулталăкри ĕçĕ-хĕлĕпе тата культурăна, чĕлхене, йăла-йĕркене упрассипе малашлăхри тĕллевĕсемпе паллаштарнă. Çавăн пекех Ыхра Çырминчи вăтам шкулта чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Светлана Кулакова, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ, педагогика ĕçĕн ветеранĕ Валентин Сергеев тухса калаçнă. Ч

ăваш наци конгресĕн районти уйрăмне чылай çул Дмитрий Коннов ертсе пынă, вăл хăйне çак тивĕçрен хăтарма ыйтнă, чи активлă члена Светлана Кулаковăна çăмăл мар тивĕçе пурнăçлама шаннине каланă. Кандидатурăна пурте ырласа сасăланă.

Мероприяти савăнăçлă пулăмпа вĕçленнĕ: Патăрьелĕнчи ача-пăча искусство шкулĕн директорне Алина Антоновăна Чăваш наци конгресĕн Хисеп грамотипе чысланă.

О. ПАВЛОВА

Архив материалов

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

Яндекс.Метрика