Николай Марков протоиерее - моряксен пĕрлĕхĕн медалĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 22.12.2021, 14:52 Просмотров: 161

РАЙОНТА тинĕс-çар флотĕнче службăра пулнă хастар моряксен "Морское братство" пĕрлĕхĕ Юхмапа Пăла тăрăхĕнче чи малтан йĕркеленсе кайнă пĕрлĕхсенчен пĕри. Обществăлла организаци район пурнăçне те хастар хутшăнать, ветерансене те пысăк тимлĕх уйăрать.

Акă, иртнĕ вырсарникун, православи тĕнне ĕненекенсем хĕллехи Микула кунне паллă тунă кунхине ветеран-моряксен хисеплĕ ушкăнĕ пĕрлĕх председателĕ Анатолий Казенов ертсе пынипе Туçари чирку настоятельне Николай Марков протоиерее Моряксен пĕрлешĕвĕн тăванлăхĕн медальне парса саламланă, районта çамрăксене ăс-хакăл тĕлĕшĕнчен, патриотла воспитани парас ĕçе пысăк тỹпе хывнăшăн, районти "Морское братство" пĕрлĕхри хастарлăхшăн тав тунă.

Архив материалов

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

Яндекс.Метрика