Кун таврăнать

Категория: Публикации Опубликовано: 27.12.2021, 13:08 Просмотров: 175

Хĕвелĕн горизонтри кăнтăрлахи çỹллĕшĕ ылмашăнмасăр тăнă тапхăра кун таврăнни теççĕ. Çак астрономи пулăмĕ кăçалхи декабрĕн 21-мĕшĕнче 18 сехет те 59 минутра пулса иртрĕ. Хĕвел çуллана, хĕлле сивĕ еннелле çаврăнаççĕ. Тата 7 кунтан I Петĕр патша указĕпе килĕшỹллĕн Христос çуралнăранпа шутласа пыракан эрăн 2022 çулĕ те çитет.

Ĕлĕк-авал чăвашсем çулталăк пуçламăшне çурхи кун-çĕр танлăхĕнчен çĕнĕ уйăх маларах пулнинчен шутланă. Çĕр çинче çуркуннепе çулла ырăпа пурлăх вăй-хăвачĕ мăнаçлăланать тенĕ. Çавăнпа пĕтĕм йăла-йĕрке тĕллевĕ ăна ырласси пулнă. Кĕркуннепе хĕллехи тапхăрсенче пачах тепĕр майлă усал аркатакан вăйсем хуçаланаççĕ имĕш.

Язычниксем, кун таврăнас умĕнхи каçа анне каçĕ, çулталăк вĕçĕ тесе паллă тунă. Тĕнчене çĕнĕ пурнăç килтерекенни вăл - анне, унăн Туррине йăлăнса кĕлĕ каланă. Кил-çурта çуса тасатнă, илемлетнĕ, хăйсем çемйипех çăвăнса тасалнă. Чăрăш е хыр лăссисенчен кăшăл туса сакăр çурта лартса илемлетнĕ, çуртисем çĕрĕпех çунмалла пулнă. Кун таврăнни чăнахах та савăнăçлă та илемлĕ вăхăт мар-и?

В. ПЕТРОВ. Тăрăн ялĕ.

Архив материалов

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

Яндекс.Метрика