Республика хыпарĕсем

Категория: Публикации Опубликовано: 11.01.2022 08:44 Просмотров: 253

Чăваш Ен Пуҫлӑхě ревакцинаци тутарнă

 Чӑваш Ен Пуçлăхě Олег Николаев  Ҫӗнӗ ҫул вӑхӑтӗнчи канмалли кунсемпе усӑ курса  кӑшӑлвирусран ревакцинаци тутарнӑ. Кун пирки Олег Алексеевич Инстаграмри хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ. Республика ертӳҫи хыпарланӑ тӑрӑх, ревакцинацие вӑл «Спутник Лайт» препаратпа тутарнӑ. «Хама лайӑх туятӑп. Раҫҫей Сывлӑх сыхлав министерстви кӑшӑлвирусран иммунизацие ҫур ҫулта пӗрре тутарма сӗнет. Ку вӑл питӗ пӗлтерӗшлӗ тесе шухӑшлатӑп, вакцинаци тутарнӑранпа 6 уйӑх иртнисене ревакцинаци витӗр тухса хӑвӑра тата хӑвӑрӑн ҫывӑх ҫыннӑрсене чиртен хӳтӗлеме сӗнетӗп», – тенӗ Олег Николаев.

Елена Еньккан кĕнеки кун çути курнă

Чӑваш Енӗн Культура министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, Елена Еньккан «Повествование о чувашах» кӗнеки пичетленсе тухнӑ. «Пирӗн халӑхӑмӑрӑн историйӗ пуян. Халӗ пире «чӑвашсем» теҫҫӗ. Ӗлӗк-авал вара пире урӑх ятсемпе (этнонимсемпе) пӗлнӗ», – тесе ҫырнӑ хыпарта. Чӑваш кӗнеке издательствинче пичетленсе тухнӑ кӗнеке Елена Еньккан – хушса пуянлатнӑ виҫҫӗмӗш кӑларӑмӗ. Елена Енькка чӑвашсен историйӗпе паллаштарнӑ. Халӑхӑмӑр утса тухнӑ кун-ҫула, вӑл пурӑннӑ вырӑнсене карта ҫинче кӑтартса панӑ.

Конкурссем иртěҫ

Чӑваш Республикин Вӗренӳ институчӗ Республикӑри халӑх пултарулӑхӗн центрӗпе пӗрле пулса кӑҫал шкул ачисемпе ҫамрӑксем валли тӗрлӗ конкурспа фестиваль ирттерӗ. Пултарулӑх ӑмӑртӑвне йӗркеленин тӗллевӗ — чӑваш культурипе, тӗррипе кӑсӑклантарасси, ачасене халӑх культурипе, ӑс-хакӑлпа шухӑш-кӑмӑл пуянлӑхӗпе паллаштарасси. Килес ҫул «Сӗм авалхи уявсем» регионсем хушшинчи конкурсӗ, «Ҫӗр пин тӗрӗ ҫӗршывӗнче» республика конкурсӗ, «Пӗчӗк ҫеҫ путене» тата «Наци тӗрри − халӑх мӑнаҫлӑхӗ» фестивальсем иртмелле.

Миллионер пулса тăнă

Шупашкарта пурӑнакан арҫын лотерейӑра пысӑк укҫа выляса илнӗ. Кун пирки Столото сайтӗнче пӗлтернӗ. Январĕн 2-мӗшӗнче Шупашкар арҫынни ӑнсӑртран миллионер пулса тӑнӑ. Вӑл «Спортлото «5 из 36» лотерейӑра 4 миллион та 769 пин те 8 тенкӗ выляса илнӗ. Ку – суперпарне. Арҫын лотерея билетне 40 тенкӗпе туяннӑ пулнă.

Литература ёлкине чӗнеҫҫӗ

 Январĕн13-мӗшӗнче Чӑваш Енӗн Наци библиотекинче Литература ёлки иртӗ. Светлана Гордеева ҫыравҫӑ Чӑваш Енри Профессионал ҫыравҫӑсен союзӗн Фейсбукри страницинче пӗлтернӗ тӑрӑх, ёлкӑра Ҫӗнӗ ҫул тата Сурхури ҫинчен сӑвӑсем вулӗҫ. +авён пекех «Семь поэтов» сёвё к.некипе те паллаштарма палёртнё унта?

Хӑш-пӗр ҫын пенсие 2 ҫул маларах тухма пултарӗ

Кӑҫал январӗн 1-мӗшӗнчен пенси ӳсӗмне ҫитме пуҫланӑ хӑш-пӗр ҫынна тивӗҫлӗ канӑва маларах тухма ирӗк панӑ. Кун пирки «РИА «Новости» пӗлтерет. Ҫак категорие камсем кӗреҫҫӗ-ха? Ҫын штат кӗскетнипе е организаци хупӑннипе ӗҫсӗр юлнӑ пулсан вӑл тивӗҫлӗ канӑва 2 ҫул маларах тухма пултарать. Анчах арҫыннӑн ӗҫ стажӗ – 25 ҫултан кая мар, хӗрарӑмӑн 20 ҫултан кая мар пулмалла.  Сӑмах май, январӗн  1-мӗшӗнченпе ӗҫлемен пенсионерсен пенсийӗ индексаципе килӗшӳллӗн 5,9 процент хӑпарнӑ, чи пӗчӗк виҫе 8736 тенкӗпе танлашнӑ.

Архив материалов

Май 2022
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
25 26 27 28 29 30 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика