Хастар çамрăксене -стипенди

Категория: Публикации Опубликовано: 11.01.2022, 08:45 Просмотров: 387

Чăваш Республикин Пуçлăхěн 2021 çулхи декабрėн 30-мĕшěнче кăларнă 779рг хушăвĕпе килĕшÿллĕн пултарулăхри ăнтăлушăн республикăри 1000 çамрăк кăçал уйăхсерен 1830 тенкĕ укçа илсе тăрĕ. Стипендиатсем хушшинче пирĕн район яш-кĕрĕмĕ те пур.

Раиса Чернова, Алексей Андреев (шел, пурнăçĕ ир татăлчĕ) Митта Ваçлейĕ ячĕллĕ Первомайскинче вăтам шкулта, Екатерина Ежовăпа Кристина Селиверстрова Аслă Чементи вăтам шкулта, Рания Краловăпа Рузилия Хамдеева Ыхра Çырминчи вăтам шкулта, Елена Красновăпа Юлия Муллина Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулта,  Азалия Вахитова Тутар Сăкăтри вăтам шкулта, Екатерина Матвеева Пăлапуç Пашьелěнчи вăтам шкулта,  Ксения Осипова Турханти вăтам шкулта, Залина Шагаева Хирти Пикшикри вăтам шкулта, Сергей Марлынов Патăрьелĕнчи агротехникумра вĕренеççĕ. Даниил Галкин — районти ачасене хушма пĕлÿ паракан ăсталăх çурчěн хастарĕ, Келли Мишина — Патăрьелĕнчи ача-пăча искусство шкулĕн вĕренекенĕ, Игорь Иванов — районти ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕпе «Паттăр» ФСК воспитанникě. Татьяна Лубашкина  ветврач, Дария Яковлева зоотехник пулса «Исток» çĕр ĕç фирминче  ĕçлеççĕ. Татьяна Николаева -Патёрьел.нчи икк.м.ш вётам шкул учительници?

А. Иванов

Архив материалов

Март 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

Яндекс.Метрика