Спортпа туслашни — сывлăха упрани

Категория: Публикации Опубликовано: 11.01.2022 09:04 Просмотров: 276

Çĕнĕ çул уявӗсенчи канмалли кунсем спорт мероприятийӗсемпе пуян пулчĕç. Акă, Нăрваш Шăхаль тăрăхěнче  Мулендеевсен çемйи пуçарăвěпе мини-футбол турнирě иртнĕ тата Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ вěрентекенĕн Василий Бородкинăн парнисене çĕнсе илессишěн  волейболистсем кăçалхипе 29-мĕш хут тупăшнă.        

Сăкăтсем хăйсен ентешĕсене,  тухтăр пулса ĕçленĕ Николай Елкинпа Алексей Казачкова асăнса волейбол тата хоккей турнирĕсем йĕркеленĕ.

Первомайски ял тăрăхĕнче вара Сител кÿллинче Владимир Иванов сунарçă-пулăçа хисеп туса вакăра пулă тытассипе тата Первомайскинчи вăтам шкулти хоккей лапамĕнче хоккейла выляссипе ăмăрту иртнě.

Треньелсем Чăваш Республикин тава тивěçлĕ вĕрентекенне Александр Краснова асăнса мини-футболла вылянă.

Аслă Чемен çамрăкĕсем  тăватă командăна пайланса  волейболла выляса мала тухассишěн тупăшнă.

Çĕнĕ Ахпÿртре «Ырă пăр» проектпа килĕшÿллěн «Çамрăк ăру кубокě» хоккей уявĕ  спортăн  çак енне юратакансене пуçтарнă.

Çавăн пекех район администрацийĕн тата ял тăрăх пуçлăхĕсен командисем хушшинче волейболла выляссипе тата йĕлтĕрпе ярăнса мала тухассипе ăмăртусем иртнě.

Кашни спорт мероприятийěнчех çěнтерÿçĕсемпе призерсене дипломсемпе, медальсемпе тата парнесемпе чысланă.

А. Иванов

Архив материалов

Май 2022
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
25 26 27 28 29 30 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика