"Çулталăк çынни - 2021" кам пулĕ?

Категория: Публикации Опубликовано: 11.01.2022, 09:14 Просмотров: 339

 Çул хыççăн çул хыçа юлать. Акă, 2021 çулпа та сывпуллашрăмăр. Юхмапа Пăла тăрăхĕнче пурăнакансем пĕлтĕр те производствăра та, вĕрентỹре те, сывлăх сыхлавĕпе культурăра тата ытти отрасльте те начар мар çитĕнỹ турĕç, чылайăшĕ республика шайĕнче те палăрчĕç.

Йăлана кĕнĕ йĕркепе эпир кăçал та ĕçри пултарулăхĕпе, обществăри хастарлăхĕпе палăрнă, тĕрлĕ шайри наградăна тивĕçнĕ ĕçченсен конкурсне йĕркелетпĕр. Сирĕн сĕнĕвĕрсене шута илсе "Çулталăк çынни - 2021" конкурса хутшăнма çаксене кĕртнĕ: Алманчă ялĕн хисеплĕ гражданинĕ Раиса Васильева педагог-ветеран, Хирти Пикшикри спорт ветеранĕ Абдулла Камалетдинов, Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкул учительници Наталия Путякова, Патăрьелĕнчи тĕп больницăри акушер-гинеколог Фирия Хафизова, Первомайскинчи ветеринари участокĕн заведующийĕ Надежда Трофимова, Патăрьелĕнчи тĕрĕ ăсти Светлана Кудрявцева, Патăрьелĕнчи ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕпе "Паттăр" ФСК директорĕ Алексей Краснов, Сăкăтри çыхăну уйрăмĕн начальникĕ Светлана Егорова, Çĕньял ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Мария Мадюкова, Хирти Пикшикри халăх театрĕн ертỹçи Дания Салахова.

 Конкурса хутшăнакан тивĕçлĕ çыншăн хăвăрăн шухăшăра 6-14-49, 6-14-46, 6-25-28 телефонсемпе шăнкăравласа пĕлтерме пултаратăр. Февралĕн 4-мĕшĕччен хаçат редакцине çырупа çитерме те май пур. Конкурса февралĕн 8-мĕшĕччен пĕтĕмлететпĕр.

Вулакана пĕлме

Иртнĕ çул "Çулталăк çынни" хисеплĕ ята районти тĕп больницăри инфекци уйрăмĕн заведующийĕ Антонина Чернова тивĕçнĕ. Кăçалхипе асăннă конкурс 19-мĕш хут иртет.

("Авангард" хаçат редакцийĕ).

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика