Çĕнелнĕ клубра пухăнса савăнма аван

Категория: Публикации Опубликовано: 11.01.2022, 09:15 Просмотров: 284

2021 çул чылай паллă пулăмсемпе асра юлчĕ. Нăрваш Шăхалĕнче пурăнакансемшĕн те вăл пĕр йĕрсĕр иртмерĕ. Шăпах Çĕнĕ çул умĕн кунта тĕплĕн юсанă хыççăн культура çурчĕ çынсене хапăл турĕ. Пысăк савăнăçа халăхпа пĕрле пайлама район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Валерий Антонов, ЧР культура министрĕн çумĕ Георгий Богуславский, Нăрваш Шăхаль ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Николай Раськин, районти депутатсен Пухăвĕн депутачĕ Николай Афанасьев, "Булат" подряд организацийĕн представителĕ Ленар Шакиров хутшăнчĕç. Ăна хĕрлĕ хăю кассах уçса кĕчĕç.

Нăрваш Шăхалĕнчи клуба 2021 çулта "Культура" наци проекчĕпе килĕшỹллĕн юсанă. Ăна реконструкцилеме патшалăх 10 млн тенкĕ ытла укçа уйăрнă. Унпа объектăн фасадне, урайне, маччине, стенисене, чỹречисемпе алăкĕсене, ăшăтакан системăна çĕнетнĕ. Çавăн пекех "Ялти культура çурчĕ" программăпа 300 пин тенкĕ ытлалăх сĕтел-пукан туяннă. Культура çурчĕ халь тултан та илĕртỹллĕ, шалтан та хăтлă. Кунта тăрăшакансене ĕçлеме, халăха пĕрле пухăнса савăнма пур услови те халь çитет.

Хăнасемпе ял çыннисем çĕнелнĕ объектпа паллашрĕç. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов пурне те Çĕнĕ çулпа саламланă май 2021 çулта культура учрежденийĕсен пурлăхпа техника базине çирĕплетме, юсама 20 млн тенке яхăн укçа уйăрнине каларĕ. Унпа Нăрваш Шăхалĕнчи, Ульяновкăри, Тăрăнти клубсене юсанине, Патăрьелĕнчи ача-пăча искусство шкулне реконструкцилеме тата Первомайскинчи культура вучахне тĕпрен юсама проект ĕçĕсене йĕркеленине пĕлтерчĕ.

Ялта культура çурчĕ пуриншĕн те кирлĕ, çакна хăйĕн сăмахĕнче культура сферин ветеранĕ Людмила Эриванова та палăртрĕ.

- Пирĕн ялти клуб пур ăрăва та хăйĕн патне туртакан центр шутланать. Кунта кашнийĕ хăйĕн чунне кăмăла каякан заняти тупма пултарать: театр, вокал, ташă кружокĕсем пур. Пĕчĕккисене, аслисене валли те тĕрлĕ мероприяти ирттересси йăлана кĕнĕ. Хăтлă та тивĕçлĕ условисемлĕ клуба халь ытларах та ытларах çỹрес килет. Ял нушисене ăнланнăшăн, вĕсене татма пулăшнăшăн чун-чĕререн район, республика ертỹçисене тав тăватпăр, - терĕ вăл.

Мероприятинче культурăна аталантарассишĕн тивĕçлĕ тỹпе хывнисем район, республика шайĕнчи Хисеп, Тав хучĕсене тивĕçрĕç.

О. ПАВЛОВА

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика