Çирĕп йĕркешĕн, тăнăçлăхшăн

Категория: Публикации Опубликовано: 11.01.2022 09:16 Просмотров: 279

Патăрьел районĕн прокуратури право хуралĕнче пысăк ĕç туса пырать. Вĕсем Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи граждансен социаллă правине тата ирĕклĕхне, вĕсен саккунлă интересĕсене тĕрĕслĕх, принциплăх енĕсене тĕпе хурса хỹтĕлеççĕ.

2021 çулхи майăн 31-мĕшĕнчен Патăрьел район прокуратурине А. Афанасьев ертсе пырать. Маларах вăл çак системăрах Тăвай, Елчĕк, Комсомольски районĕсенче тĕрлĕ должноçра тăрăшнă. Прокурорăн çумĕ А. Забиров, прокурорăн аслă пулăшуçи А. Кузнецова, прокурор пулăшуçи М. Андреев, 20 çул ытла тăрăшакан Н. Ляллина тĕп специалист тата Ю. Ядуркин водитель хăйсен тивĕçне кирлĕ пек пурнăçласа пыраççĕ.

Иртсе кайнă çулталăкра район прокуратури хутшăннипе районта пĕр миллиона яхăн тенкĕлĕх ĕç укçин парăмне тỹлесе татнă, 100 тăваткал метра яхăн çỹп-çап тăкмалли виçĕ вырăна тасаттарнă, икĕ тăлăх ачан пурăнмалли çурт-йĕр ыйтăвне татса панă, ача-пăча вылякан икĕ лапама йĕркене кĕртнĕ, нумай ачаллă çемьене хỹтĕленĕ тата ытти те. Район прокуратурин коллективĕ Çĕнĕ çулта та çирĕп йĕркешĕн, халăхăн тăнăç пурнăçĕшĕн тăрăшĕ.

А. НИКОЛАЕВА

Архив материалов

Май 2022
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
25 26 27 28 29 30 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика