Республика хыпарĕсем

Категория: Публикации Опубликовано: 14.01.2022, 11:24 Просмотров: 307

Мухтавлă ентешсемпе – 365 кун

Кăçал Чăваш Енре — Мухтавлă ентешсен çулталăкĕ. Çавна май Наци библиотеки ятарлă проект пуçарнă. «Мухтавлă ентешсемпе — 365 кун» ĕç кашни кунах чăваш çĕрĕн паллă çыннисемпе паллаштарать. Вĕсен хушшинче ӳнерçĕсем те, спортсменсем те, актерсем те, çыравçăсем те, республикăмăр малашлăхĕшĕн тăрăшакан ытти паллă ентешĕмĕр те пур.

Электрон документсене те йышăнĕç

Шыраса çырнине, ыйтса çырнине, евитлеве тата ытти документа суда электрон мелпе çитерме юрать. Çакна Патшалăх пулăшăвĕсен порталĕ; РФ Аслă Сучĕ, РФ Аслă Сучĕ çумĕнчи суд департаменчĕ палăртнă информаци тытăмĕ е документ çаврăнăшĕн тытăмĕ урлă пурнăçлама пулать. Ведомствăсен хушшинчи электрон çыхăнăвĕн пĕрлехи тытăмĕпе усă курмалла çеç. Суда пыма чĕнекен повесткăсене е ытти çырăва та Патшалăх пулăшăвĕсен порталĕ е электрон документ çаврăнăшĕ урлă ăсатма пулĕ. Çырăва илнине информаци тытăмĕн мелĕсемпе çирĕплетĕç. «Раççей Федерацийĕн саккун кăларакан уйрăм актсене улшăнусем кĕртесси çинчен» федераци саккунне Владимир Путин Президент иртнĕ çулхи январĕн 30-мĕшĕнче алă пуснă.

Çĕнĕ директор – Пермьрен

Чăваш патшалăх оперăпа балет театрне Пермь хулинчен килнĕ культура деятелĕ Андрей Попов ертсе пырĕ. Вăл 36 çулта. 2003-2010 çулсенче П.И. Чайковский ячĕллĕ Пермь оперăпа балет театрĕн балет солисчĕ пулнă. Çавăн пекех Екатеринбургри академи оперăпа балет театрĕнче, Пермь патшалăх хореографи училищинче ĕçленĕ. 2020 çултанпа Екатеринбургри Инноваци культура центрĕн «ТанцТеатр» балет труппин филиалĕн директорĕ пулнă.

Тепĕр пункт хушăнĕ

Регионта иртекен çул-йĕршĕн йывăр тиевлĕ машинăсем хăрушлăх кăларса тăратаççĕ. Çулсен тытăмĕ ан пăсăлтăр тесе республикăра виçев тĕрĕслевĕн пункчĕсем ĕçлеççĕ. Паянхи кун вĕсем виççĕ: Улатăр, Етĕрне тата Муркаш районĕсенче. Вĕсем транспорт хатĕрне чармасăрах унăн виçине палăртаяççĕ. Çавăн пекех машинăн хăвăртлăхне те виçеççĕ, сăн ӳкерсе илеççĕ. Ку ытлашши тиевлисене асăрхама май парать. Çакнашкал виçев тĕрĕслевĕн пунктне Шупашкар районĕнче те хута яма палăртнă.

5110 çын ĕç шырать

Чăваш Республикин ĕçлев тата социаллă хӳтлĕх министерстви ĕç рынокĕнчи лару-тăрăва тишкернĕ. Январĕн 10-мĕшĕ тĕлне республикăра ĕçсĕр 5110 çынна регистрациленĕ. Ĕçлекенсемпе танлаштарсан ку 0,85 процентпа танлашать. РФ Правительстви пĕлтĕрхи ноябрĕн 15-мĕшĕнче çирĕплетнĕ постановлени тăрăх, ĕçсĕррисем илекен чи пысăк пособи — 12 792 тенкĕ, чи пĕчĕкки — 1500. Малтанхи виçĕ уйăхра ĕç укçин 75 процентне тӳлеççĕ, ун хыççăнхи виçĕ уйăхра — 60 процент, анчах 5 пинрен ытла мар.

Чăвашсем çинчен – тетрадь

Чăваш çырулăхĕ йĕркеленнĕренпе 150 çул çитнине халалласа Чĕмпĕрте «Пиктограммăран сас палли таран» ĕç тетрачĕ тухнă. Тетраде хатĕрлессипе Централизациленĕ библиотекăсен тытăмĕн ĕçченĕсем тăрăшнă. «Пиктограммăран сас палли таран» — «Пăхатăп та куратăп» серин 11-мĕш кăларăмĕ. Унта чăваш халăхĕн культури, кулленхи пурнăçĕ, йăли-йĕрки çинчен каланă. Тетрадьре хăй тĕллĕн тата интерактивлă вĕренӳ валли ыйтусем вырнаçтарнă.

Архив материалов

Март 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

Яндекс.Метрика