Асăрханăр! Çурт тăрринчи юр никама та ан кăтарттăр хур

Категория: Публикации Опубликовано: 14.01.2022, 11:44 Просмотров: 303

ПАЯН урамра хĕл илемĕ куç тулли темелле. Хĕл Мучи урамсемпе тăкăрлăксене çеç мар, çурт тăррисене те самай хулăн шурă пуставпа витрĕ. Юр малашне те çуса савăнтарĕ-ха... Анчах та çакна та шута илмелле. Çанталăк ăшăтса пынă май çурт тăррисенчи юр катрам-катрам уйрăлса шуса анма та, иртен-çỹрене инкек кăтартма та пултарать. Çавăнпа та патшалăх çурчĕсенче пурăнакансен, организаци-предприяти, учрежденисен çакнашкал хăрушлăха сирес тĕллевпе юрсене вăхăтра тасатса антармалла.

Хĕл илемĕ никамшăн та инкек сăлтавĕ ан пултăр тесен ялсенче çула, тротуарсене юртан тасатса тăракан организацисен те хăйсен тивĕçне тỹрĕ чунпа пурнăçламалла, çил-тăман хыççăнах вĕсене тасатмалла.

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика