Ỹсĕрле ан хăй ларма руль умне!

Категория: Публикации Опубликовано: 14.01.2022, 11:45 Просмотров: 292

2022 ÇУЛ пуçланчĕ çеç пулин те çул-йĕр инспекторĕсем ỹсĕр водительсене тытса чарнă тĕслĕх сахал мар. Республикипе малтанхи тăхăр кунтах çак сăлтавпа 121 çын ячĕпе протокол çырнă. Вĕсенчен 13-шĕ руль умне иккĕмĕш хут ỹсĕрле ларма та мехел çитернĕ-мĕн.

Юхмапа Пăла тăрăхĕнче те Çĕнĕ çул каникулĕсем сарăмсăр çеç иртмен. РФ ШĔМĕн районсем хушшинчи "Батыревский" уйрăмĕн ГИБДД пайĕн начальникĕ Алексей Мальцев хаçат редакцине пĕлтернĕ тăрăх, вунă кунта инспекторсем ỹсĕр 10 водителе тытса чарнă. Çак тапхăрта тăватă аварие шута илнĕ. Вĕсенче пĕр çын аманнă.

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика