Ашшĕ-амăшĕн тимлĕхĕ хăрушлăха сирме пулăшĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 14.01.2022 11:45 Просмотров: 227

 Çĕнĕ çул уявĕсем хыçа юлчĕç. Кану кунĕсенче район администрацийĕ çумĕнчи çул çитмен ачасен ĕçĕпе тата вĕсен правине хỹтĕлес тĕлĕшпе тимлекен комисси членĕсем профилактика субъекчĕсемпе, районти полици сотрудникĕсемпе, ял тăрăхĕсен представителĕсемпе кулленех рейда тухса çỹрерĕç. 2021 çулхи декабрĕн 27-мĕшĕнчен пуçласа январĕн 10-мĕшĕччен "Хăрушлăхсăр ачалăх" ("Безопасность детства") акцие хутшăнса 168 çемьене çитрĕмĕр. Вĕсенче çул çитмен 444 ача пурăнать. Вăл шутра çулталăк тултарман 17 пепке. Кашни çемьерех ачасемпе инкек сиксе ан тухтăр тесе профилактика калаçăвĕсем йĕркелерĕмĕр, урамра, çул çинче, кỹлĕ хĕрринче хăйсене мĕнле тытмалли, пушă çуртсене кĕме юраманни, пĕчĕк ачасем чỹречерен тухса ỹкесрен асăрханмалли тата ытти пирки те асăрхаттартăмăр, ятарлă брошюрăсемпе паллаштартăмăр.

Çул çитмен ачасен тимлĕхĕшĕн чăн малтанах ашшĕ-амăшĕ яваплă. Çавăнпа та вĕсене килте тимлĕхсĕр пăрахса хăварма юрамасть. Пĕчĕкскерсем кил-çуртра тĕрлĕрен сăлтавпа пушар кăларасран та асăрханмалла. Электричество приборĕсемпе усă курнă чухне тимлĕ пулни те пĕлтерĕшлĕ.

Районта социаллă йывăр лару-тăрури çемьесен йышĕ тăтăшах улшăнса тăрать. Вĕсене эпир кашнинех сăнаса тăратпăр. 2022 çулхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне çакнашкал 54 çемьене профилактика тĕлĕшпе шута илнĕ. Вĕсенче воспитани илекен çул çитмен 135 ачана пурăнма, вĕренме, канма кирлĕ услови пултăр тесе тăтăшах вырăнсене тухса çỹретпĕр, ку тĕлĕшпе ял тăрăхĕсемпе тачă çыхăнса ĕçлетпĕр.

Л. КОМИССАРОВА, район администрацийĕ çумĕнчи çул çитмен ачасемпе тата вĕсен правине хỹтĕлес тĕлĕшпе ĕçлекен комиссин тĕп специалист-эксперчĕ

Архив материалов

Май 2022
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
25 26 27 28 29 30 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика