Чăваш Республикин территорийĕнче муниципаллă округсем йĕркелĕç

Категория: Публикации Опубликовано: 14.01.2022 11:49 Просмотров: 265

2021 çулта республикăра икĕ муниципаллă районпа ял тăрăхĕсене (Чăваш Республикинчи

Çĕмĕрле тата Красноармейски районĕсене) муниципаллă округсене йĕркелессипе пилотлă проекта пурнăçланă. 2022 çул хушшинче ытти 19 район муниципаллă округ пулса тăмалла. Куçăмлă тапхăр хыççăн, 2023 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен, вĕсем хăйсен ĕçне пурнăçлама пуçлĕç. Регионти вăйра тăракан саккунсене муниципаллă округсен ĕçĕ-хĕлне тивĕçтерес пайра федераллисемпе килĕшỹллĕн йĕркеленĕ. Ĕç-хĕлсен çул-йĕрне палăртнă, нормативлă никĕсе хатĕрленĕ. Çĕмĕрле тата Красноармейски районĕсен пур суйлавлă органĕсем халăх итлевĕсем хыççăн тунă пĕтĕмлетỹ тăрăх муниципалитет округĕсем йĕркелеме килĕшни çинчен йышăну тунă, çакă Чăваш Республикин муниципаллă округĕсене йĕркелесси çинчен калакан саккуна йышăнма никĕс пулса тăнă.

2021 çул хушшинче çĕнĕрен йĕркеленнĕ муниципаллă округсен вырăнти хăй тытăмлăх органĕсене туса хунă - муниципаллă округăн депутатсен Пухăвĕн депутачĕсен суйлавĕсене ирттернĕ, муниципаллă округ пуçлăхне - администраци пуçлăхне суйланă, çĕнĕ администраци йĕркеленĕ.

Ял-сала шайĕсенче муниципаллă йăлари пулăшу ĕçĕсемпе граждансене тивĕçтерме муниципаллă округ администрацийĕсенче çĕнĕ пай - территорисен аталанăвĕн Управленине йĕркелеççĕ, ун тытăмĕнче вăйран кăларнă (упраздняемые) ял тăрăх администрацийĕсене шайлашуллă территориллĕ уйрăмсем пулĕç. Территориллĕ уйрăмсен пуçлăхĕсен справкăсем пама, нотариллĕ ĕçсене пурнăçлама право, кунсăр пуçне хăйсен полномочисемпе килĕшỹллĕн ĕç хучĕсене хатĕрлеме пичет те пулĕ.

Куçăмлă тапхăр 2021 çулхи декабрĕн 31-мĕшĕнче вĕçленнĕ, 2022 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен Çĕмĕрле тата Красноармейски муниципаллă округсем хăйсен ĕçне туллин пурнăçлама пуçланă.

 Пĕр шайлă муниципаллă тытăма куçнин (муниципаллă район тата ял (хула) поселенийĕсем вырăнне муниципаллă округ кăна пулни) ырă енĕсем çаксем:

 1. Управленин пĕрлĕхлĕ механизмĕ: пĕр пуçлăх, пĕр суйлавлă орган, пĕр администраци, пĕрлештернĕ бюджет тата территорисен аталанăвĕн планĕ те пĕрлĕхлĕ - апла пулсан йышăнусене тумалли центр та пĕрре. Территорисен аталанăвĕн пĕрлĕхлĕ стратегилле планĕпе килĕшỹллĕн йышăнусене тăвассин хăвăртлăхĕ те ỹсет. Икĕ влаçпа çыхăннă йывăрлăхсем пĕтеççĕ. Сăмахран, хăй тытăмлăхăн (ял тăрăхĕн) пĕр шайĕ вырăнти пĕлтерĕшлĕ ыйтусене укçа-тенкĕ çителĕксĕррипе пахалăхлăн татса пама майсем çитереймест, теприн (муниципаллă район) вăл е ку ресурссене усă курса вĕсене татса пама полномочисем çук. Ара, бюджетран укçа-тенкĕ уйăрса парассипе, уйрăмах республика хыснинчен укçа-тенкĕ илĕртнĕ чухне, çыхăннă ансат ыйтусене татса пама та ĕç хучĕсене пахалăхлăн хатĕрлемелле, çакăн валли вара ял тăрăхĕсен квалификациллĕ ĕçченсем те, укçи-тенки те çук. Тĕрĕссипе, çак ĕç чылай чухне район шайĕнче пурнăçланать. Муниципаллă округа йĕркелени çак йывăрлăха пĕтерет.

2. Вырăнти ыйтусене татса парассинче полномочисене икĕ енлĕн ĕçленине сирет. Пур ыйтăва та татса пама пултаракан тата тунă йышăнусене реализацилессишĕн тулли яваплăх тытакан пĕр орган юлать. Муниципаллă округ администрацийĕн тытăмне функционал енчен республикăри ĕç тăвакан власть органĕсен полномочисемпе килĕштерсе тăраççĕ.

3. Территорисене пĕр тан аталантарса пыни - стратегилле аталанăвĕн пĕрлĕхлĕ планĕ, пĕрлĕхлĕ пурлăх комплексĕ, тухăçлăрах обществăлла инфратытăм. Хамăр аталанăва пур майсене кура планлама май пулать. Бюджет хатĕрĕсене пĕрлештерни тата вĕсене территорисен аталанăвĕсен проекчĕсем тăрăх валеçсе тухни. Улшăну хыççăн пĕрлештернĕ бюджет тупăш енчен нимĕн те çухатмасть. Енчен те Чăваш Республикин патшалăх влаçĕсен органĕсем тупăш енчен муниципаллă округ пайтипе вăл е ку йышăнăва тумасан, вĕсем çухатнă тупăша çỹлерех тăракан бюджетран финанс пулăшăвне ỹстерсе саплаштармалла пулать.

4. Социаллă инфратытăмăн объекчĕсен строительствипе, хăтлăлатассипе, тĕплĕн юсассипе пысăк проектсене пурнăçлама майсем çурални. Пĕр ял-сала та тимлĕхсĕр юлмĕ, нумай çул хушшинче пухăннă ыйтусене муниципаллă округăн пĕтĕм территорийĕн стратегилле аталанăвĕ шайĕнче татса пама май пулĕ. Финанс тата кадр ресурсĕсем пуррипе йышăнăва хăвăрт татса пани муниципалитет йĕркеленĕвĕн инвестици илĕртỹлĕхĕ те ỹсĕ. Федераци тата республика бюджечĕсенчен, вырăнти бюджетран та укçа-тенкĕ уйăрма килĕшсен, ытларах укçа-тенкĕ илĕртме майсем пулĕç, çавăн пекех пысăк инвестици проекчĕсене пурнăçлассине хутшăнма та.

5. Вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен тухăçлă тытăмне йĕркелесе вĕсен тăкакĕсене оптимизацилесси, ĕçе пĕлсе пурнăçлакан специалистсене явăçтарасси, реформировани ĕçне хутшăнакан муниципалитетсенче ĕç укçине хăпартасси. Палăртмалла, оптимизаци тĕллевĕ штатра шутланакан ĕçченсен шутне чакарассинче мар - ĕç паянхи кун ял тăрăхĕсенчи тата муниципалитет администрацийĕсенчи штатпа пурнăçланать.

6. Граждансем администраци ĕçĕн йĕркеленĕвĕнче улшăнусем туймалла мар - администраци сотрудникĕсем хăнăхнă çуртсенче ĕçлесе яланхи тенĕ пек ĕçе пурнăçлаççĕ. Граждансемшĕн пĕр тан муниципаллă пулăшу тата стандартлă социаллă политика пулать. Çар ĕçĕ округ шайĕнче централизациленет. Вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем çынсемшĕн уçă юлаççĕ, ял депутачĕсен институчĕ çухалать, анчах та вырăнти обществăлла хăй тытăмлăх пурнăçланать, старостăсен институчĕ аталанать.

7. Ял тăрăхĕн депутачĕсене суйламалла пулмасть (депутатсем полномочисене пăрахнипе суйлав ирттермелле мар), çакă бюджета тата материаллă пурлăха перекетлеме май парать. Муниципаллă округ депутачĕсен суйлавĕ вăхăтĕнче конкуренци ỹсет.

8. Кадрсен ыйтăвне татса пани тата муниципаллă пулăшу пахалăхне ỹстерни - ĕç укçине пысăклатса малтанхи ĕçченсенех хăварни тата пысăк квалификациллĕ ĕçченсене ĕçе илни. Çакă администраци структурине тухăçлă йĕркелеме пулăшать. Улшăнусене пурнăçа кĕртнĕ май вырăнти хăй тытăмлăх специалисчĕсене хăварса муниципаллă служба сумне çỹлерех шая хăпартмалли тĕллев лартать. Полномочисене тĕплĕ пайласа администраци структуринче хăш-пĕр тулли ставкăпа ĕçлемен ĕçченсем пулмаççĕ. Çакă ытти ĕçченсен ĕç укçине хăпартма май парать.

9. Муниципаллă округсем пулсассăн вырăнти администраци ĕçченĕсемшĕн ытларах тупăш пулать, мĕншĕн тесессĕн вĕсен ĕç укçи виçи хула округĕн шайне тухать. Çĕнĕ администрацире ĕçлеме кăмăл тăвакан ял тăрăх администрацийĕсенче тата райадминистрацисенче ĕçлекен специалистсене ĕçе илеççĕ.

10. Муниципаллă округ шайĕнчи бюджета йышăнма полномочисене централизацилеççĕ. Çакă тавар туянакан тата муниципаллă пулăшу ĕçĕсен системин пахалăхне ỹс- терме пулăшать. Квалификациллĕ çын ĕçĕ йăнăшсен тата тĕрĕслев органĕсем енчен хапсăнусен шутне чакарать.

11. Халăхпа ĕçлекен вырăнти хăй тытăмлăх ĕçченĕсен юридици енчен яваплăх чакать. Ял тăрăхĕсем вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем пек ĕçлеме пăрахни тĕрĕслев органĕсен хушăвĕсем муниципалитет округĕсене анчах ярса панине пĕлтерет.

Архив материалов

Май 2022
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
25 26 27 28 29 30 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика