Çĕнĕ кĕнекесемпе паллашăр

Категория: Публикации Опубликовано: 14.01.2022 11:49 Просмотров: 222

Библиотекăсене килекен çĕнĕ кĕнекесем ачасене те, аслисене интереслентереççĕ. Пĕринчен теприне илĕртỹллĕ пичетлесе кăлараççĕ вĕсене. Алла илнĕçемĕн вулас та вулас килет. Çавна май районти тĕп библиотекăна çỹрекен кĕçĕн çулхисем валли "Çĕнĕ çула - çĕнĕ кĕнекепе" выставка йĕркелерĕç. Чăваш кĕнеке издательствинче пичетлесе кăларнă чăваш писателĕсен "Виçĕ хĕр" юмахĕсем, Юрий Сементерĕн "Параппанлă Митраппан", Валентина Тараватăн "Асанне патĕнче хăнара", "Чăн-чăн туслăх", Улькка Эльменĕн "Кушак" кĕнекисемпе паллашма пулать унта.

Аслăраххисем Ара Мишшин "Тăвалла çул", Ольга Австрийскаян "Эпĕ - пĕчĕкçĕ шевле", Александра Галкинан "Хаваслă ачасем", Галина Матвееван "Хутлă-хутлă хут кермен" кĕнекисене вулама пултараççĕ.

 Вулавăш ĕçченĕсем Людмила Сачкован "Çиçĕмпе туслашни" кĕнекипе тĕплĕн паллаштарма пултараççĕ. Çĕнĕ Ахпỹртре çуралса ỹснĕ ентешĕн кĕнекине 11 калавпа "Илĕртỹллĕ тỹпе айĕнче" повеçĕ кĕнĕ. Унта автор калама çук илемлĕ тавралăха сăнарлать. Тĕп сăнарсем сайра тĕл пулакан пулăмсемпе паллаштараççĕ.

А. ИВАНОВА

Архив материалов

Май 2022
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
25 26 27 28 29 30 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика