Ырă йăлана малалла тăсса

Категория: Публикации Опубликовано: 14.01.2022 11:58 Просмотров: 224

Сител кỹллинче Каншелĕнче çуралса ỹссе пурнăçран вăхăтсăр уйрăлса кайнă Владимир Иванов сунарçă-пулăçă ячĕпе ирттерекен пулă тытакансен ăмăртăвне чылайăн хутшăнчĕç. Пухăннисене Первомайски ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Федоров, А.Иванов, И.Дикин ветерансем тата ыттисем уявсен ячĕпе саламларĕç.

 Ăмăрту виçĕ номинаципе иртрĕ. Вакă касакан ăстаçă иртнĕ çулхи пекех Пỹртлĕри Н.Сидоров пулчĕ.

Пĕрремĕш пулла Аслă Чементи Ф.Селиверстов туртса кăларчĕ. Вăлах 530 грамм таякан çăрттан тытрĕ. Н.Сидоров чи нумай пулă тытаканни пулчĕ.

 Тупăшура А.Шайдиманов, Н.Сулагаев, А.Колесников тата ыттисем те палăрчĕç.

Уçă сывлăшра А.Андреева пĕçернĕ пулă шỹрпи пурин кăмăлне те кайрĕ.

А. ФРОЛОВ

Архив материалов

Май 2022
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
25 26 27 28 29 30 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика