Тỹлевсемпе Раççей Пенси фончĕ тивĕçтерĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 18.01.2022, 12:46 Просмотров: 258

 Хăш-пĕр çынсем, вĕсен шутĕнче Чернобыльте сиен тỹснисем, çар çыннисен арăмĕсемпе ачисем тата ыттисем те 2022 çулччен пособисене социаллă хỹт- лĕх органĕсемпе Раççей Ĕçлев министерстви урлă илнĕ пулсан, кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа тỹлевсене Раççей Пенси фончĕ урлă илĕç.

Ку улшăну ĕçсĕр юлнă ача ỹс- терекен хĕрарăмсене, Чернобыльте сиен тỹснисене, политика репрессине тỹснĕ çынсене, машинăпа усă куракан инвалидсене, çар çыннисен ача кĕтекен арăмĕсемпе ачисене пырса тивет.

Пенси фончĕ ачаллă çемьесене çак пособисемпе тивĕçтерĕ:

- ĕçсĕр юлнă хĕрарăмсене ача 1,6 çул тултариччен çитĕнтерме;

- организаци хупăннине пула ĕçсĕр юлнă ача кĕтекен тата ача çуратнă хĕрарăмсене;

- ача çуратнăшăн, пепкене усрава илнĕшĕн тата хĕсметре тăракан салтакăн ача кĕтекен мăшăрне - пĕр хут тỹлекен пособипе;

- хĕсметре тăракан салтакăн ачине уйăхсерен пăхма.

Çак тỹлевсене илекенсем улшăнăва асăрхамĕç. Вĕсем пособисене яланхи пекех банк картти урлă е почтăра илĕç. Пенси фондне çỹресе чăрманмалла мар вĕсен.

 Енчен те гражданинăн тỹлевсене илме право пур, анчах та вăл хальлĕхе унпа усă курман пулсан, унăн клиент службине çитсе заявленипе тухмалла.

 Пĕрремĕш тỹлевсене Пенси фончĕ урлă кăрлачăн 17-мĕшĕнчен пуçласа банксемпе почтăсем урлă илме пулать.

 Çак тỹлеве кăрлачшăн - кăрлач уйăхĕнче параççĕ. Нарăс уйăхĕшĕн пособисене вара яланхи йĕркепе пуш уйăхĕнче, пуш уйăхĕшĕн ака уйăхĕнче параççĕ.

Çак тỹлевсем пирки ыйтусем пур пулсан Раççей Пенси фончĕн регионти контакт-центрĕн 8-800-600-04-85 номерпе шăнкăравласа пĕлмелле.

Оксана Верликова, Раççей Пенси фончĕн Чăваш Енри уйрăмĕн пресс-службин ĕçченĕ.

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика