Патăрьел районĕнчен - Патăрьел муниципалитет округĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 18.01.2022, 12:49 Просмотров: 285

2022 çулхи январĕн 13-мĕшĕнче район центрĕнчи "Бизнес-инкубатор" залĕнче Патăрьел районĕнчен Патăрьел муниципалитет округĕ йĕркелес пирки халăх итлевĕ иртрĕ. Унăн ĕçне вырăнти хăй тытăмлăх органĕн депутачĕсем, ял тăрăх пуçлăхĕсем, обществăлла пĕрлĕх представителĕсем, район хастарĕсем хутшăнчĕç. Власть органĕнчи çĕнĕ реформăпа çыхăннă халăх итлевне (публичное слушание) район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов ертсе пычĕ. Маларах вара çакнашкал мероприятисем Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи 19 ял тăрăхĕнче те иртнĕ.

 Кирек мĕнле çĕнĕлĕхе пурнăçа кĕртнĕ чухне те хăнăхнă йĕркене хыçа хăварма çынсене çĕр тĕрлĕ шухăш иккĕлентерет: мĕн тума кирлĕ, мĕнле ырă улшăну парĕ, халăх çакна еплерех йышăнĕ тата ытти те. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов хăйĕн сăмахне пĕр шайлă муниципаллă тытăма куçнин тĕллевне, пĕлтерĕшне пайăрлатнинчен пуçларĕ.

- 2022 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен Чăваш Республикинчи Çĕмĕрле тата Красноармейски районĕсем куçăм тапхăрне вĕçлесе пĕр шайлă муниципаллă тытăмпа ĕçлеме пуçларĕç. Паян вĕсем иккĕшĕ те муниципалитет округĕ шутланаççĕ. Çакнашкал ĕç республикăри ытти районсенче те, вăл шутра пирĕн Патăрьел районĕнче те, кăçал иртсе пĕтмелле. 2023 çултан вара пирĕн Юхмапа Пăла тăрăхĕн- че те ял тăрăх пуçлăхĕсем пулмĕç, вĕсене çĕнĕлле "территори уйрăмĕн начальникĕ" тесе ят парĕç. Раççей шайĕнче çак реформа 2028 çулччен йăлтах вĕçленмелле. Хальхи вăхăтра чылай регион çакăн пек ĕç формачĕ çине куçса пырать.

 Муниципалитет округĕнче вырăнти депутатсен институчĕ хăйĕн статусне çухатĕ. Ун вырăнне старостăсен институчĕн пĕлтерĕшĕ ỹсĕ, районти депутатсен Пухăвĕн депутачĕсем пĕрлехи вăйпа округ аталанăвĕшĕн тăрăшĕç. Чăваш Республикин территорийĕнче муниципалитет округĕсем йĕркелессипе çыхăннă çĕнĕлĕх ялсене йывăрлăха кĕртсе ỹкерессипе е ял тăрăхĕсенчи кадрсене кĕскетессипе пачах çыхăнман. Районта пĕр хуçа, пĕр бюджет пулни чăн малтанах вырăнти ыйтусене татса парассинче икĕ енлĕн ĕçленине сирет, мĕн пур ыйтăва татса пама пултаракан, çав вăхăтрах вĕсене пурнăçа кĕртессишĕн тулли яваплăх тытакан пĕр орган юлать. Муниципалитетри çĕнĕ реформа районти ял тăрăхĕсене пурне те пĕр пек аталантарма, халăхăн ыйтăвĕсене туллин татса пама пулăшать. Пытарма кирлĕ мар, паян чылай ял тăрăхĕн инфратытăма аталантарма бюджетра укçи-тенки çук, вĕсем дотаципе çеç тытăнса тăраççĕ. Район округа куçнă хыççăн пĕр шайлă тытăмпа ĕçлеме пуçласан çак йывăрлăх пĕтĕ. Бюджет тата ытларах ỹсĕ, ялсене кирлĕ пек аталантарма, малашне тата ытларах тĕрлĕрен объект хута яма май пулĕ.

Çакна та палăртса хăварасшăн. Районтан муниципалитет округĕ йĕркеленĕ тапхăр халăхшăн йывăрлăх кăларса тăратмалла мар. Вĕсем ял тăрăхне хăйсен ыйтăвĕпе яланхи пекех çỹрĕç, кунта ĕçлекенсем вĕсене йышăнĕç, халиччен мĕнле пĕрле çыхăнса ĕçленĕ, çавăн пекех тăрăшĕç. Раççей, республика шайĕнче иртекен реформа Патăрьелсене малашне аталанма çеç пулăшĕ, - терĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов реформа пирки тĕплĕн паллаштарнă май.

Халăх итлевне хутшăннисенчен тухса калаçакансем, ку тĕлĕшпе хăйсен шухăшне палăртакансем сахал мар пулчĕç. Вĕсенчен чылайăшĕ вăхăтĕнче район шайĕнче ертỹçĕре тăрăшнă. Пĕрисем çĕнĕлĕхе ырларĕç, вăл ялсене пĕр тикĕс аталанма май панине шанчĕç, теприсем иккĕленчĕç. Тĕрĕсех, ку тĕлĕшпе кашнийĕн хăйĕн шухăш. Çапах та халăх итлевне хутшăннисем юлашкинчен пурте пĕр саслăн Патăрьел районĕнчен Патăрьел муниципалитет округĕ тума йышăнчĕç.

А. ЕГОРОВА

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика