ЗАГС пайĕн статистика кăтартăвĕсем

Категория: Публикации Опубликовано: 18.01.2022, 12:51 Просмотров: 254

Район администрацийĕн ЗАГС пайĕ 2021 çулхи ĕçне пĕтĕмлетнĕ. Çулталăк тăршшĕпе мĕн пурĕ 1178 гражданла тăрăмăн актне регистрациленĕ.

 Пĕлтĕр Юхмапа Пăла тăрăхĕнче 244 пепке кун çути курнă. Вĕсенчен 127-шĕ арçын ача, 117-шĕ хĕрача. 67 çемьере пĕрремĕш, 75-шĕнче - иккĕмĕш, 70-шĕнче - виççĕмĕш, 21-шĕнче тăваттăмĕш пепке çуралнă. Çичĕ çемьене пиллĕкмĕш, икĕ çемьене çиччĕмĕш "çĕнĕ кайăк" савăнтарнă. Улттăмĕш тата саккăрмĕш ачана алла илекенсем пĕрер çемье.

Маларахри çулпа танланшарсан вилекенсен шучĕ ỹснĕ. Çулталăкра 652 çынпа сыв пуллашнă. Вăл шутра 329 арçын, 323 хĕрарăм. Пурнăçран уйрăлнă арçынсен вăтам ĕмĕрĕ 65 (пĕлтĕр 67 çул), хĕрарăмсен 80 (пĕлтĕр 82) çулпа танлашать.

2021 çулта 144 мăшăр (пĕлтĕр 124 пулнă) çемье çавăрнă. Çав вăхăтрах 73 çемье (пĕлтĕр 63 пулнă) уйрăлса кайнă. Ытларах 25 - 39 çулсенчи çамрăксем çемьене упраса хăварайманни паллă.

 Çулталăкра 24 çын хăйсен ятне улăштарнă.

Иртнĕ çул гражданла актсене йăнăша тỹрлетме е улшăну тума 141 ыйту йышăннă, гражданла тăрăмăн 422 акт çырăвĕ пирки çĕнĕрен свидетельство çырнă, пурĕ 1140 справка панă.

(Хамăр корр)

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика