Кашни эмелех сиплĕ-ши?

Категория: Публикации Опубликовано: 18.01.2022, 12:52 Просмотров: 262

"Аптекарьшăн кашни эмел сыватать", - текен каларăш пур. Эмеле чир-чĕртен сипленме туса кăларнă та. Анчах срокран тухнă е суя препаратран мĕн лайăххи кĕтмелле-ха?

Сăмах май, эмел выльăх-чĕрлĕхе япăх витĕм кỹни пирки Россельхознадзора пĕлтерме питĕ ансат - сайтра ятарлă баннер туса хунă. Федераци ведомствин Чăваш Енри управленине çырупа та тухма пулать. Сывлăх тĕлĕшпе шỹтлемеççĕ. Çăхав тăрăх вара тĕрĕслев ирттерме саккунсем ыйтаççĕ.

Пĕтĕмĕшле илсен ветаптека ĕçĕ-хĕлĕпе, çавăн пекех эмел препарачĕсем кăларасси енĕпе ирттернĕ тĕрĕслевсен кăтартăвĕсене Россельхознадзорăн автоматизациленĕ "Гермес" системине кĕртеççĕ. Çавна май фармацевтика ĕç-хĕлне тата эмел таврашĕн производствине лицензилессипе çыхăннă заявленисен пĕрлехи реестрĕ йĕркеленсе пырать. Кунта регистраци процесĕ хăш тапхăрта пулнине, лицензи пуррине пĕлме пулать.

Эмел таврашĕн тата хушма апачĕсен (кормовые добавки), ГМО реестрĕ вара "Ирена" системăра пухăнса пырать.

Тĕпрен илсен, ветпрепаратсен çаврăнăшне тĕрĕслес енĕпе çак икĕ автоматизациленĕ системăпа усă кураççĕ

. Çивĕчлĕхне кура ку енĕпе йĕрке çирĕпленсех пырать. Кăçал, авă, ветеринарире усă куракан эмелсен тĕлĕшпе çĕнĕ правилăсем вăя кĕчĕç. Кунта чи малтанах ветпрепаратсене сутасси тата упрасси пирки сăмах пырать.

Тĕслĕхрен, ветаптека пуçлăхĕн суя тата пахалăхсăр эмелсем, контрафакт тупни çинчен калакан информацие пуçтармалла. Ветпрепарат çаврăнăшне чарса лартни пирки те пĕлсех тăмалла. Ку информацие Россельхознадзорăн официаллă сайтĕнче тупма пулать. Ветпрепарат япăх витĕм кỹнĕ пулсан сутуçăн надзор ведомствине пĕлтермеллех. Поставщиксемпе ĕçлесси пирки те çĕнĕлĕхсем пур.

Поставщикăн лицензи пулмалла, унăн ветаптека пуçлăхне эмел пахалăхне тата хăрушсăрлăхне, çавăн пекех упрамалли условисене пăхăннине çирĕплетекен документсемпе паллаштармалла.

Нумаях пулмасть вара тĕпчес тĕллевпе инспекторсем ветпрепаратсене ятарласа туянма тытăнчĕç: суя эмелсем сутнине тупса палăртас тĕллевпе. Сăмах май, кăçал Чăваш Енре 15 эмеле Мускав тата Санкт-Петербург лабораторийĕсене ăсатнă. "Диклакокс Форте" тата "Пульсоцерил" препаратсем пахалăхсăр пулни палăрнă. Вĕсене сутлăхран кăларнă.

Тĕрĕслев туянăвĕсем мĕн чухлĕ пуласси регионсенчи лицензиатсен шутĕнчен килет. Анчах та Чăваш Енре ку енĕпе лицензисĕрех ĕçлекенсем те пуррине тăрă шыв çине кăларнă тĕрĕслевсем. Вĕсем тĕлĕшпе пĕтĕмпе виçĕ администрацивлă ĕç пуçарнă.

 Пĕтĕмпе вара лицензи тата эмелсен çаврăнăшĕн контролĕ енĕпе план тăрăх 18 тĕрĕслев ирттернĕ, йĕркене пăснă 10 тĕслĕх тупса палăртнă. Çак шутра лицензипе çыхăннă требованисене пăснă - 9 тĕслĕх: пахалăхсăр тата суя эмелсем сутнă, сиплев япалисене упракан пỹлĕмсем йĕрке ыйтнине тивĕçтермен. Ятарлă стеллажсем пулман, пỹлĕмсенчи урай та, стенисем те, маччи те эмелсем упрамалли требованисемпе килĕшсе тăмаççĕ.

Кунсăр пуçне тĕрĕслев вăхăтĕнче "Дорин-Р" контрафакт эмел препарачĕ куç тĕлне пулнă. 1261 флакона ятарлă организацире тĕп тума тивнĕ. Шел те, иккĕленỹ çуратнă эмел ку кăна мар.

 Сăмах май, Раççей Правительствин сутлăхран кăларнă суя тата пахалăхсăр эмелсене тĕп тăвассин правилисене çирĕплетни çинчен калакан постановлени çулталăк пуçламăшĕнче вăя кĕнĕ. Унпа килĕшỹллĕн эмел хуçи е Россельхознадзор, е суд йышăнăвне тĕпе хурса суя (фальсификат) тата пахалăхсăр эмелсене туртса илме тата тĕп тума пултарать. Контрафакт эмелсене вара суд йышăнăвĕпе туртса илме тата тĕп тума ирĕк пур.

Тĕрĕслев ĕçĕнче те çĕнĕлĕхсем вăя кĕнĕ. Тĕп тĕллев - паха эмелсемпе тивĕçтересси.

Н. ВАСИЛЬЕВА, Россельхознадзорăн Чăваш Республикин тата Ульяновск облаçĕнчи управленийĕн ĕçченĕ.

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика