Республика хыпарĕсем

Категория: Публикации Опубликовано: 21.01.2022, 09:41 Просмотров: 218

Пĕлтĕрхи ĕçе пĕтĕмлетнĕ

Республикăри граждан оборони, синкерсене асăрхаттарас тата сирсе ярас, пушар тата шыв объекчĕсенче хăрушсăрлăхпа тивĕçтерес енĕпе ĕçлекен тытăмăн кăçалхи ĕç-хĕлне пĕтĕмлетнĕ. Пухăннисем 2022 çулхи тĕллевсене те палăртнă. Пленарлă лару пуçланиччен Правительство çурчĕ умĕнче ятарлă куравпа _ республикăри аварипе çăлав службисем хăйсен ĕçĕнче усă куракан техникăпа _ паллашма май килнĕ. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев республикăри пушарнăйсемпе çăлавçăсене пурлăхпа техника тĕлĕшĕнчен тивĕçтерес тĕлĕшпе аван ĕçлесе пынине палăртнă. Ку енĕпе Чăваш Ен федерацин Атăлçи округĕнче чи лайăх регионсен шутĕнче тенĕ. Раççей МЧСĕн Чăваш Республикинчи тĕп управленийĕн пуçлăхĕ Валерий Зеленин 2021 çулхи кăтартусемпе паллаштарнă. Мероприятире ĕçре пысăк çитĕнÿ тунисене патшалăх наградисем парса чысланă. Раççей МЧСĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлаканăн хушăвĕпе килĕшÿллĕн ЧР Пуçлăхне Олег Николаева «За содружество во имя спасения» медальпе наградăланă. 

109 пациента больницăна илсе çитернĕ

Чăваш Енре санитари авиацийӗ 2020 ҫулхи сентябрь уйӑхӗнченпе ӗҫлет. Ку таранччен чылай пациента унпа больницăна илсе ҫитернӗ. 2020 ҫулта 52 ҫынна, ҫав йышра – 1 ачана, эвакуациленӗ. Пӗлтӗр 109 пациента вертолетпа Шупашкарти сыватмăшсене илсе ҫитернӗ. Вӗсен йышӗнче 3 ача пулнӑ. Республикӑра вертолет анса лармалли ятарлӑ вырӑнсем пур. Кӑҫал татах та тӑвасшӑн.

Кислород шайĕ пĕчĕккипе пулăсем вилнĕ

Шупашкар заливĕнче пулăсем йышлăн вилнĕ. Ку лару-тăрăва тĕпчеме ЧР Çут çанталăк ресурсĕсемпе экологи министерстви тĕрĕслев ирттернĕ. Шывра кислород шайĕ питĕ пĕчĕк иккен. Специалистсем асăрханă тăрăх, шыв сахал килет. И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУ доценчĕ Андрей Миронов палăртнă тăрăх, çакнашкал ыйту текех сиксе ан тухтăр тесен заливри шыв шайне хăпартмалла.

308 трактор туяннă

2021 çулта Чăваш Енре аграрисем ял хуçалăх техникин паркне çĕнетмелли хăвăртлăха 1,2 хут ӳстернĕ.  Республикăри ял хуçалăх министерствинчен пĕлтернĕ тăрăх, ял хуçалăх таварĕсем туса илекенсем 308 трактор туяннă, ку 2020 çулхи тапхăрпа танлаштарсан 1,5 хут пысăкрах. Тырă вырмалли комбайнсен паркне 62 единица хутшăннă (2020 çулта – 63 единица), выльăх апачĕ пуçтараканнисем – 11 единица (2020 çулта – 9 единица).

Ҫĕнĕ проектсем илĕртеççĕ

2021 çулта Шупашкарти хăна çурчĕсемпе кану базисене 144360 çын чарăннă. Республикăн тĕп хулине туристсене историпе çыхăннă паллă вырăнсемпе туризмăн çĕнĕ проекчĕсем илĕртеççĕ. Пуринчен ытла хăнасене Шупашкарти Хĕрлĕ тӳрем кăсăклантарать. Ҫулталăк хушшинче кунта 2,5 миллион çын пулса курнă. Мускав çыранĕ те 2 миллион çынна йышăннă. Тĕп хулари музейсемпе 257 пин çын паллашнă.

Юр ирĕлтерекен станци кӳрсе килнĕ

Шупашкара Ижевскран юр ирĕлтерекен станци илсе килнĕ.  Сехетре 60 кубла метр юр ирĕлтерме пултаракан агрегат «Дорэкс» предприятире вырнаçĕ. Кирлӗ пулсан, ăна вырăнтан вырăна куçарма пулать. Юртан пулнӑ шыва канализацие юхтарса ярĕç,  ала çине юлнă çӳп-çапа вара каяш тăкмалли вырăна кайса тăкĕç.

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика