Пирĕн ентеш

Категория: Публикации Опубликовано: 21.01.2022, 10:22 Просмотров: 207

Патшалăх деятелĕ Иван Васильевич Исаев январĕн 21-мĕшĕнче 60 çулхи юбилейне паллă тăвать. Вăл Вăрманхĕрри Шăхалĕнче 1962 çулта çуралнă.

Иван Исаев Сĕнтĕрвăрринчи вăрман хуçалăх техникумĕнчен, Мари Элти патшалăх техника университетĕнчен вĕренсе тухнă. 1981 çулта Вологда хулинче вăрман вырнаçтаракан предприятинче техникра тăрăшнă. 1986-2005 çулсенче Шăхачри йывăç комбинатĕнче мастерта, 2006-2008 çулсенче Чăваш Енри ял вăрман управленийĕн начальникĕнче тăрăшнă. 2008-2010 çулсенче патшалăх вăрман тĕрĕслевĕн, вăрманти пушар тата сунар асăрхавĕн пай начальникĕн çумĕнче, федерацин Чăваш Республикинчи ветеринарипе фитосанитари службин вăрман тата пушар тĕрĕслевĕпе асăрхав управленийĕн пай начальникĕн çумĕнче вăй хунă. 2010 çулхи октябрьтен пуçласа 2015 çулхи апрелĕн 18-мĕшĕччен, 2019 çулхи ноябрĕн 15-мĕшĕнчен пуçласа 2020 çулхи февралĕн 3-мĕшĕччен Чăваш Республикин экологи тата çут çанталăк ресурсĕсен министрĕ пулнă.

 "Çулталăк кĕнекинчен".

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика