Пушар сăлтавĕ - кивелнĕ электропăралук

Категория: Публикации Опубликовано: 21.01.2022, 10:28 Просмотров: 229

РАЙОНТИ пушар надзорĕн иртнĕ çулхи кăтартăвĕсенчен вут-кăвар тухнă сăлтавсенчен пĕри - электричество пăралукĕсем кивелсе юрăхсăрланни. Кĕске замыкание пула вут хыпни. Нумай пулмасть Хирти Пикшикри уйрăм хуçалăхри мунчаран тухнă инкек те çакнашкал сăлтавпах çыхăннă. Юрать-ха, шар куракансен пỹрчĕ тĕпĕ-йĕрĕпех çунса кайман... Районти пушар хуралĕн инспекторĕсем тĕпченĕ тăрăх кил хуçисем 2004 çултах хуçалăхри электропроводкăсене çĕнетнĕ пулнă. Унтанпа вĕсем, паллах, кивелнĕ. Хăрушсăрлăх йĕркине пăхăнас тесен вара вĕсене вăтамран вунă çултан улăштарса тăмалла.

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика