Хĕл сивви сывлăха ан хавшаттăр

Категория: Публикации Опубликовано: 21.01.2022, 10:33 Просмотров: 216

Хĕллехи Микуласăр хĕл пулмасть, тенĕ ватăсем. Çакă тĕрĕс те пулас. Кăрлач уйăхĕ хĕл сиввине пирĕн пата та илсе çитерчĕ.

Çакă çанталăка май тăхăнма тата апатланма кирлине систерет. Сивĕре хускану та сахалрах тăватпăр. Пỹлĕмсенче ытларах ларатпăр. Çанталăк улшăннă вăхăтра вируслă инфекци сарăлас хăрушлăх та пур. Çавна май белокпа, углеводпа, клетчаткăпа, витаминпа пуян апат çиме тăрăшмалла. Менюра сĕт, аш-какай, пулă продукчĕсем пулччăр. Пахча-çимĕç, улма-çырла, мăйăр сĕтел çинчен татăк тăмасан лайăх. Тутлăхлă апат çименни сывлăха хавшатма пултарать.

Апата ваккăн-ваккăн çини лайăх. Ун пек чухне çынра хавхалану кунĕпелĕх çитет. Çывăрас умĕн вар-хырăма тултарни те вырăнлах мар. Ирхине пăтă çисен аван. Рационра çăмарта пулни те лайăх. Лимон, апельсин, мандарин, груша, панулми йышши çимĕçсем çимелле. Салатсемпе усă курмалла. Шăнтнă е консервланă пахча-çимĕçре те витаминсем пур. Типĕтсе хунисем те хĕллехи вăхăтра усăллă. Çарăк, хĕрлĕ чĕкĕнтĕр, кишĕр, пастернак, кавăн аппетита уçаççĕ.

 Йỹçĕтнĕ купăстапа панулми те хĕллехи рациона ỹсен-тăран клетчаткисемпе, антиоксидантсемпе, пробиотиксемпе пуянлатаççĕ.

Апатра аш-какай, пулă, çителĕклĕ пулни те инфекциллĕ чир-чĕре хирĕç тăма май парать. Салатсене олива, хĕвелçаврăнăш çăвĕсене ярса пăтратни организма кирлĕ чухлĕ çу илме пулăшать. Тинĕсри çуллă пулла эрнере 2-3 хутчен çисен Д витаминпа, омега-3 кислотасемпе пуянлататăн.

Вырăнта çитĕнтернĕ çимĕçе нимĕн те çитмест. Ытлашши çуллă, тăварлă е пылак çимелле мар. Шыв çителĕклĕ ĕçмелле.

Пĕрлех коронавирусран тата ытти вируслă инфекцирен (ОРВИ) прививка тутарма ан манăр. Маларах вакцина яртарнисем ревакинаци те тутараççĕ.

Сывлăхăра упрăр.

Н. ЗАЙЦЕВА, Патăрьелĕнчи врач офисĕн медицина сестри

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика