Сумлăн чысларĕç тăваттăмĕш влаçа

Категория: Публикации Опубликовано: 25.01.2022, 10:11 Просмотров: 176

Январĕн 21-мĕшĕнче Чăваш Республикин Правительство çуртĕнче массăллă информаци хатĕрĕсенче ĕçлекенсене  Раççей тата Чăваш пичечĕсен кунĕсен ячĕпе саламларĕç.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев çак тытăм влаçăн тăваттăмĕш турачĕ пулнине палăртрĕ. Ҫавăн пекех Олег Алексеевич паянхи пурнăçра информаци саракансем нумаййине, çавăнпах журналистсен ăсталăхĕ уйрăмах пĕлтерĕшлине асăнчӗ, калем ăстисене яланах шыравра пулма, çĕнĕ çитĕнÿсем патне ăнтăлма сунчĕ.

Чăваш Республикин Цифра министрĕ Кристина Майнина пичет отраслĕн 2021 çулхи ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарнă май журналистсем çĕнĕ мультимедиа формачĕсемпе усă курнине те палăртрĕ. Шăпах çакă информацие вулакан-итлекен-куракан патне вăхăтра çитерме май парать. Коронавирус пандемине пăхмасăр регион, районсен пурнăçне туллин çутатма мехел çитернĕшĕн     МИХ  ěçченĕсене ăшшăн тав турĕ министр.

Пухăннисене çавăн пекех РФ Патшалăх Думин депутачěсем Анатолий Аксаковпа Алла Салаева, ЧР Патшалăх Канашěн Председателĕ Леонид Черкесов, Чăваш Республикин прокурорĕ Андрей Фомин, республикăри Хĕрарăмсен союзĕн председателĕ Наталья Николаева та уявсен ячĕсемпе саламларĕç, ĕçре палăрнисене Хисеп тата Тав хучĕсемпе чысларěç. Чăваш эстрада юрăçисем те хăйсен пултарулăхěпе кăмăла уçрĕç.

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика